Амăш капиталӗн программине 2030 çулччен тăснă
Февралӗн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш ачашăн парăнакан амăш капиталӗн калăпăшӗ – 690 пин тенкӗ, иккӗмӗшӗшӗн – 222 пин тенкӗ пулать.
Патшалăх Думи амăш капиталӗн программине 2030 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен малалла тăсакан закона йышăннă. Ăна тăсма Раççей Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераллă Пухăвне Чӗнӳпе тухнă чухне сӗннӗ.
Амăш капиталӗн программи 2007 çулта хута кайнă. Малтан çемьесене укçана иккӗмӗш ача çуралсан панă, каярах программăна анлăлатнă. Закон тăрăх, пулăшăва пилӗк тӗлте усă курма пулать:
- пурăнмалли çурт-йӗре лайăхлатма;
- ачасене пӗлӳ пама;
- уйăхсерен тӳлев илме (çемье тупăшӗ пурăнмалли чи пӗчӗк минимумран сахалтарах пулсан);
- инвалид-ачасен е амăшӗн пенсине ӳстерме яма.
Пӗлтӗр амăш капиталӗнчен 10 пин тенкӗ илме май паракан закона йышăннă. Укçана сентябрь уйăхӗнче çемьесене пама пуçланă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев