Ҫамрӑксем пӗр сӑлтавсӑр урама тухмаҫҫӗ
Эксперт Тутарстанра хирӗҫлев акцийӗсене хутшӑннӑ ҫамрӑксене виҫӗ ушкӑна пайланӑ
Психолгипе педагогика реабилитацийӗн "Росток" центӑн директорӗ Дарья Охотникова январӗн 23-мӗшӗнче акцине хутшӑннӑ ҫамрӑксемпе тӗлпулса калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсене виҫӗ ушкӑна пайланӑ.
Пӗрремӗшӗ
"Кунта аслӑраххисем кӗреҫҫӗ, ытларах студентсем. Вӗсем ӑҫта хутшӑннине ӑнланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем митинга хӑйсен идеипе каяҫҫӗ, вӗсене илӗртекеннипе мар (Навальнӑй майлӑ тух, иреклӗхшӗн), ҫук. Вӗсем "Эпӗ ҫак ҫӗршыв гражданинӗ, ман хамӑн сасса ирттерес килет. Мана улталаҫҫӗ, ҫавӑнпа эпӗ хутшӑнатӑп. Парӑр мана тӗреслӗх!", – теҫҫӗ", – тесе ӑнлантарнӑ Охотникова.
Иккӗмӗшӗ
Ҫамрӑксен тепӗр ушкӑнӗ хайп шыраса митинга тухнӑ. Вӗсем социаллӑ сетьсенче палӑрас тесе акцине кайнӑ. Анчах, эксперт сӑмахӗсемпе, вӗсем чӑнласа мӗн пулса иртнине ӑнлансах пӗтереймеҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсемшӗн ҫак япала "прикольнӑ" пулнӑ. Частарах аслӑ пулас килни те витӗм кӳнӗ-тӗр.
Виҫҫӗмӗшӗ
Ҫамрӑксен ҫак категорине аслисем хӑйсем йӗркеленӗ. Ку вӑл чарусем айне пулна ачасем. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ каланӑ: Килте лар. Сана Унта куртӑм-тӑк, асту! Вӗсем унта каясшӑн та пулман – вӗсем ашшӗ-амӑшне хирӗҫлесе кайнӑ. Ҫул ҫитмен ачасен юратнӑ ӗҫӗ – "хирӗҫлев", – ӑнлантарнӑ психолог.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев