Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Кама мэрӗ улшăнать

Анат Кама районӗн тата хулин пуçлăхӗ пулса 15 çул ӗçленӗ Айдар Метшин РФ Патшалăх Думин депутачӗн мандатне илнипе районтан каять

Ун вырăнне паян Мӗслӗм муниципаллă районӗн пуçлăхӗ пулса ӗçленӗ Рамиль Муллина лартаççӗ.

Рамиль Муллин Анат Камăшăн çӗнӗ çын мар, вăл 2003-2006 çулсенче Анат Кама районӗн тӗп санитари врачӗ пулса ӗçленӗ, 2006-2010 çулсенче Анат Кама районӗн пуçлăхӗн çумӗнче тăрăшнă. Мӗслӗм районӗн пуçлăхӗнче вăл 2013 çултанпа ӗçленӗ.

Рамиль Муллин 47 çулта. Вăл врач та, юрист та. 2004 çулта Атăлçи патшалăх службин академине вӗçленӗ. Медицина наукисен кандидачӗ. Виçӗ аслă пӗлӗвӗ ăна нефтехимиксен хулипе районне ăнăçлă ертсе пыма пулăшасса шанатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев