Анат Кама вӗрентекенӗсен мастер-класӗ
Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатăн кӗçӗн классенче чăваш чӗлхи вӗрентекен И.И.Третьякова республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуçтарăннă учительсене мастер-класс кăтартса пачӗ. Теми – «Уроксенче тата урок хыççăнхи занятисенче ачасен сывлăхне упрама пулăшакан технологисемпе усă курасси».
Ирина Ивановна каланă тăрăх, вăл шкулта кашни ире ачасемпе пӗрле зарядкăран пуçлать. Мастер-класс вăл каласа паракана пăхса ларнипе интереслӗ мар, çавна шута илсе опытлă педагог çавра сӗтеле хутшăнакансене пурне те унта хутшăнтарчӗ.
Вӗрентекенсемпе районсенчен килнӗ ЧНКЦ представителӗсем экран çинче кăтартакан хусканусене те турӗç, чăваш ташшин элеменчӗсене те вӗренчӗç, хăмпă та вӗрсе хăпартрӗç, хăйсене хăйсем массаж тума та вӗренчӗç, сывлав, пӳрне гимнастики те турӗç, чупрӗç те, сикрӗç те. Хусканусене тунă чух Ирина Ивановна чăвашла сăвăласа калать, çакă, вӗрентекен каланă тăрăх, хула ачисене чăвашла вӗрентессинче пысăк усă парать – вӗсем чăвашла сăмахсене хăвăртрах аса илсе юлаççӗ. Çавăн пекех кашни кун тӗрлӗ хусканусем туни ачасене хăш-пӗр чирсенчен хăтăлма пулăшни пирки те каларӗ вӗрентекен.
Гимнази-интернатăн вӗрентекенӗсем С.В.Козлова, Т.А.Носевич тата О.Г.Тудиярова вара педагогсене «Юмах тӗнчинче» театрпа музыка мастерскойӗнче ăсталăхне туптаттарчӗç – темиçе минутрах хатӗрленсе «Йăва» юмаха лартрӗç. Питӗ интереслӗ пулчӗ. Юлашкинчен вара пурте пӗрле «Тăванлăх юрри» юрларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев