Андрей Годунова халалланă турнир
Августăн 2-мӗшӗнче, Сывлăш десант çарӗсен кунӗнче, Çӗнӗ Йӗлмелӗнче спорт мероприятийӗ – тӗрӗсрех каласан, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешӗмӗре Андрей Годунова халалланă мини-футбол турнирӗ – иртрӗ. Виççӗмӗш хут йӗркеленӗ спорт ăмăртăвне Çӗпрел районӗнчен кăна мар, Ульяновск облаçӗнчен килнӗ командăсем те хутшăнчӗç.
Хӗрӳ вăйăра хуçасен, çӗнӗйӗлмелсен, команди çӗнтерчӗ. Спортсменсемпе куракансене саламлама Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров, район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов, Андрей Годуновăн çывăх çыннисем – амăшӗ Тамара Петровна, мăшăрӗ Екатерина Олеговна, пӗртăванӗ Марина Владимировна килнӗччӗ. Марина Владимировна çак турнира йӗркелекенсене, чăн малтан ăна пуçараканне, командăн капитанне Илья Карсакова чӗререн тав турӗ.
Çапла вара, каларăмăр ӗнтӗ, 1-мӗш вырăна Çӗнӗ Йӗлмел команди тивӗçрӗ, 2-мӗш – Покровски (Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗ), 3-мӗш – Кивӗ Çӗпрел команди.
Алексей Николаев (Çӗнӗ Йӗлмел) – «Чи лайăх вратарь», Никита Гудков (Покровски) – «Чи лайăх хӳтӗлевçӗ», Ильназ Валиуллов – «Чи лайăх тапăнакан», Александр Мискин (Çӗнӗ Йӗлмел) – «Чи лайăх вылякан» ятсене тивӗçрӗç.
Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев