Андриян Николаевăн музейне çӗнетеççӗ
Сӗнтӗрвăрри тăрăхӗнчи Шуршăлта Андриян Николаев летчик-космонавтăн астăвăм комплексӗнче юсав ӗçӗсем пуçланнă. Музейӗн кивӗ çуртне пăснă, хальхи вăхăтра çӗннине тума площадка хатӗрлеççӗ.
«Пирӗн легендарлă ентеше Андриян Григорьевич Николаева халалланă музее çӗнӗрен тума пуçланине килсе курас терӗм. Ман шутпа ку питӗ паллă самант. Музей çынсене илертекен вырăн. Пӗлтӗр кăна Раççейӗн 26 регионӗнчен кунта 86 пин ача килсе курнă, паллах аслисем те. Анчах та музей пӗчӗкӗччӗ, çавăнпа хамăр умма тӗллев лартрăмăр – çак вырăнта музейпа вӗрентӳ центрӗ тăвас тесе», – пӗлтернӗ Чăваш ен пуçлăхӗ Олег Николаев объекта çитсе курсан. Проекта федераци шайӗнче ырланă, унăн бюджечӗ миллиард тенкӗрен те иртет.
Планпа килĕшӳллĕн, реконструкци 2027 çул тĕлне вĕçленмелле. Кун хыççăн вăл музей мар, планетариллĕ тата обсерваториллĕ вĕренӳпе музей комплексĕ пулать. Шкул ачисем валли Роскосмос лабораторийӗ йӗркелесшӗн, унта вӗсем мини-спутниксем пухма вӗренеççӗ.
Космонавтика музейӗ юсавра пулсан та ӗçлеме пăрахман. Унăн экспозицийӗсене вăхăтлăха Чувашпотребсоюзăн çуртне куçарнă.
Республика пуçлăхӗ çӗнетнӗ музей Атăлçире тата Раççейре туристсемшӗн паллă вырăн пуласса шанать. Кунта сывлăх енчен çирӗп маррисем валли те ятарлă тактиль экспоначӗсем хатӗрлеççӗ.
Căнӳкерчӗк cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев