Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аннесем те тӗрлӗрен пулаççӗ

Çырчаллинче суд приставӗ ачисене алимент тӳлемесӗр темӗнччен тарса çӳренӗ аннене шыраса тупнă. Парăмӗ 2,5 миллион тенкех пухăнса кайнă ун. Тупайманнипе 2025 çулта шыравах пама тивнӗ. Хăй хваттерӗ пушă тăнине пăхмасăр тара илнисенче пытанса пурăннă вăл.

Ăçта пурăннине пӗлсе суд приставӗ пырсан хӗрарăм алăка уçма та, вӗсемпе пыма та килӗшменнипе ăна суд приставӗсен уйрăмне вăйпах илсе кайма тивнӗ. Миравай суд йышăнăвӗпе халӗ унăн обязательнăй йӗркепе 100 сехет ӗçлемелле, штраф тӳлемелле. Хайхи 2,5 миллион тенкӗ парăма та пӗр пус юлмичченех тат­са памалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: В зале суда