Ҫанталӑк начарланать
Ҫул ҫинче мӗнле те пулин инкек сиксе тухас пулсан Патшалӑх автоинспекцине 8(843)5333888 телефонпа шӑнкӑравламалла
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫанталӑк пӑсӑлни ҫинчен пӗлтерет.
Синоптиксен прогнозӗсем тӑрӑх апрелӗн 6-7-мӗшӗсенче Тутарстанра ҫумӑр, юр ҫӑвать, тӑман тустарать тата пăрлак пулать. Ҫил хӑвӑртлӑхӗ вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫекунтра 18-20 метра ҫитет.
Патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене ҫул ҫинче питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Йывӑр метеорологи лару-тӑрӑвӗнче хӑвӑртлӑха хӑрушсӑрлӑх режимӗнче тытса пымалла. Йывӑр маневрсем тӑвассинчен сыхланмалла.
Йывӑр ҫул-йӗр условийӗсенче ҫуран ҫӳрекенсен те асӑрханмалла. Ҫул урлӑ светофорӑн икӗк паракан сигналӗпе кӑна е "зебра" урлӑ каҫмалла. Ҫул урлӑ ачапа каҫнӑ чухне ӑна аллинчен тытмалла.
Тум ҫине ҫутӑ тавӑракан элементсем ҫӗлесе хурасси пирки те манмалла мар ҫуран ҫӳрекенсен. Вӗсем пурнӑҫа ҫӑлма пултараҫҫӗ.
Патшалăх автоинспекцийӗ ҫулпа ҫӳрекенсене ҫанталӑк условийӗсем начарланнине кура водительсене питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Инҫе ҫула тухакансен хӑйсемпе пӗрле ӑшӑ япаласем, ҫимелли, ҫителӗклӗ топливо илме манмалла мар.
Ҫул ҫинче мӗнле те пулин инкек сиксе тухас пулсан Патшалӑх автоинспекцине 8(843)5333888 телефонпа шӑнкӑравламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев