АПАЧӖ ТУТЛĂ ПУЛТĂР!
Баклажан салачӗ
Баклажан салачӗ
Баклажана шултра тăваткалсем çине турамалла, тăвар сапмалла. Çур сехетрен ытлашши тăвара сивӗ шывпа çуса ямалла, дуршлаг çине хурса сăрăхтармалла. Пылак, йӳçӗ пăрăçа тата ыхрана мясорубка витӗр кăлармалла, тăвар, сахăр песокӗ, тип çу тата шыв хушса вӗреме кӗртмелле. Унтан баклажан хушмалла та вăйсăр çулăм çинче пăтраштарса тăрса 15 минут пӗçермелле. Плита çинчен илес умӗн уксус хушса пăтраштармалла. Салата стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла. Сулхăн çӗрте упрамалла.
3 кг баклажан, 2 кг пылак пăрăç, 200 г тип çу, 100 г ыхра, 1,5 кашăк тăвар, 5 кашăк сахăр песокӗ, 120 мл 9% уксус, 250 мл вӗретнӗ шыв, 2 йӳçӗ пăрăç кирлӗ.
Техӗмлӗ купăста
Купăстана тураса, кишӗре теркăпа хырса кастрюле е урăх савăта хумалла. Специсем тата уксус хушмалла та алăпа сăтăрса лайăх хутăштармалла. Кастрюле хупкăçпа витсе пӗр талăк пӳлӗмре лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен стерилизациленӗ банкăсене тултармалла та хупласа холодильнике (е путвала) лартмалла.
1 пуç купăста, 2 кишӗр, 5 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç, 5 гвоздика, 3-4 лавр çулçи, çуршар чей кашăкӗ авăртнă хӗрлӗ тата хура пăрăç, 1 чей кашăкӗ сахăр песокӗ, 1 кашăк тăвар, 1 кашăк 9% уксус кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев