Апас районӗнчи Черккӗн ялӗн волонтерӗсен кӗлӗ вуламасăр ӗçе пуçăнмаççӗ
Республикăра волонтерсен юхăмӗ питӗ вăйлă аталаннă. Пӗрисем вырăнта фронта кирлӗ япаласем хатӗрлеççӗ, теприсем ăна леçме çӳреççӗ. Апас районӗнчи Черккӗн ялӗн волонтерӗсем те активлисен ретӗнче, канмалли кунсем те çук вӗсен. Ертӳçӗсене шута илмесен, пурте тенӗ пек пенсири çынсем. Килти ӗçсене пӗтереççӗ те ял варринчи Культура çуртне васкаççӗ. Пуçланă ӗç канăç памасть вăл.
Черккӗн волонтерӗсем виçӗ ушкăна пайланса ӗçлеççӗ. Пӗрисем масксеть, теприсем дрон тытаканнине çыхаççӗ, виççӗмӗшсем наçилкка ăсталаççӗ.
Черккӗнсем çав тери уçă кăмăллă çынсем пулчӗç. Пӗри те турткаланса тăмарӗ, хаваспах хăйсен ӗçӗпе паллаштарчӗç вӗсем. Малтанласа маскировка сеткине çыхакансемпе калаçрăмăр.
Галина Орешкина СВО пуçланнăранпах ку ӗçе явăçнă. Ял-йышпа калаçса Раççейри пин-пин ял-хулари волонтерсем пекех черккӗнсем те пуçтарăнма тытăннă. Галя аппа каланă тăрăх, вӗсен пӗр йăла пур – ӗçе пикениччен кӗлӗ тăвасси.
– Алăкран килсе кӗрсессӗнех Турă пил патăр тесе «Эй çӳлти аттемӗр» вулатпăр. Хамăр мӗн пӗлнисене йăлт вулатпăр. Каннă чух та телефонра кӗлӗсем ярса итлетпӗр. Пурин те чӗре ыратать, çавăнпа кунта пулăшма çӳретпӗр те. Сеткăсен шучӗ те çук ӗнтӗ, ик çӗр ытла та çыхса патăмăр пулӗ. Ӗçӗ кунта шутӗнче мар. Вăрçи чарăнтăрччӗ те ачасем киле таврăнччăр, ырă-сывă, – ассăн сывларӗ Галя аппа. Калаçнă хушăра пӗр саманта та çыхма пăрахмарӗ хăй, аллинче хăюсем выляса çеç тăраççӗ.
Клавдия Антонова, Валентина Гаврилова, Людмила Ильина та СВО мӗн пуçланнăранпа çӳреççӗ сетка çыхма. Ирхине 9 сехете килеççӗ те кăнтăрла иртсе пӗрреччен ӗçлеççӗ.

– Эпир нуски-чăлха та çыхатпăр атьсем валли, передовойне çӳрекенсенчен парса яратпăр вара, – каласа парать Людмила Ильина.
Ывăлӗсем, мăнукӗсем ятарлă çар операцийӗн зонинче пулнă чух, паллах, килте ахаль лараймаççӗ вӗсем. Нумайăшӗн тăванӗ паян передовойӗнче нацистсене хирӗç кӗрешет. Валентина Гаврилован мăнукӗ те хăй ирӗкӗпе СВОна тухса кайнă.
Ольга Волкова та акă, çитмӗл урлă каçнăскер, пӗр кун сиктермесӗр клуба çӳрет, тантăшӗсенчен юлмасть.
– Эпир аялти кӗпе-йӗм те çӗлесе паратпăр вӗсене, дронсене тытакан сетка та çыхатпăр, – тет Ольга Волкова тантăшӗсем калани çумне хушса. Масксетьне çыхма кирлӗ материалпа ял хутлăх канашӗ тивӗçтерет. Кӗпе-йӗмне вара килте мӗн пуррипе çӗлесе параççӗ.
Нина Баранова-Орел ку ушкăна çӳреме тытăнни икӗ çул. Малтанласа вăл волонтерсен ретне тăма тăхтаса тăнă. Йывăр пулнă ăна питӗ. Ывăлӗ Сергей çар çынни пулнăскер СВО пуçлансанах çапăçусен вутне кӗнӗ. 2022 çулхи майăн 21-мӗшӗнче паттăрла кӗрешсе пуç хунă.
– Районтан пӗрремӗш вилчӗ... Çар çынниччӗ вăл пирӗн. Ашшӗн Тăван çӗршывӗнче вилчӗ, упăшка ман Украинăран. Вăт çавă мана пăлхантарать. 32-ре кăначчӗ, – Нина Ивановнан куçӗсем шывланчӗç. – Ыттисем сывă таврăнччăр, çавăншăн кӗлтăватпăр халь, – терӗ вăл шăппăн.
Баранов-Орелсен çухатусем кунпа кăна вӗçленмен. Нина Ивановнан ашшӗ тата амăшӗ енчи иккӗмӗш сыпăкри шăллӗсем те вăрçăра пуç хунă.
– Мӗнле çакăнта килмелле теттӗм малтан. Ах тур йывăрччӗ. Ман ача çук вӗт-ха теттӗм. Вара ытти атьсем пирки шутлама пуçларăм, вӗсем сывă таврăнччăр, – тет Нина аппа. Чун канлӗхне вăл чиркӗве çӳресе, кӗлтуса тата çын хушшинче пулса тупма тăрăшать. Чунӗнчи ыратăва пӗр хăй те Турă кăна пӗлет ӗнтӗ.
Сергей Нина Ивановнан пӗртен-пӗр ывăлӗ пулнă. Унсăр пуçне усрава илнӗ виçӗ хӗр пăхса ӳстернӗ Баранов-Орелсен çемйи. Сергей Пантелеймонович, телее, авланса, çемье çавăрса ӗлкӗрнӗ, çемйипе Ульяновск хулинче пурăннă. Шел, ывăлне ашшӗпе ӳсме пӳрмен. Нина Ивановна каланă тăрăх, мăнукӗ те ашшӗ çулӗпе каясшăн. Атте пек паттăр пулас килет ман тесе тăваттă пӗтернӗ хыççăн Ульяновск хулинчи Суворов училищине вӗренме кӗнӗ.
Мăнукне пăхса йăпанать паян Нина Ивановна. «Пирӗн аттесем тӗлне те, мăшăрсемпе ачасем тӗлне те вăрçă килчӗ. Мăнуксем ӳснӗ çӗре вăл ан пултăр урăх, нихçан та», – терӗ Нина аппа сăмахне вӗçлесе. Çапла пултăрччӗ. Çухатусем тӳсмелле ан пултăрччӗ урăх...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев