Апрелӗн 16-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимназире «Мӗн? Ăçта? Хăçан?» викторина иртрӗ.
Викторинăна 4 команда хутшăнчӗ: 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсем, 34-мӗш гимнази учителӗсем, ЧПУ студенчӗсем тата Чăваш Майни шкул ачисем
Апрелӗн 16-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимназире «Мӗн? Ăçта?Хăçан?» викторина иртрӗ.
Çак мероприяти гимназире йăлана кӗнӗ ӗнтӗ, кашни çул иртет. Кăçал викторинăна Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне тата космонавтика кунне халалласа ирттерчӗç.
Мероприятие хутшăнма Чăваш патшалăх университечӗн чăваш, вырăс филологисен тата журналистика факультетӗнче вӗренекен студентсем килчӗç Унсăр пуçне викторинăна Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнчи шкул ачисем пычӗç.
Викторинăна 4 команда хутшăнчӗ: 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсем, 34-мӗш гимнази учителӗсем, ЧПУ студенчӗсем тата Чăваш Майни шкул ачисем.
1-мӗш вырăн 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсем йышăнчӗç;
2-мӗш вырăна ЧПУ студенчӗсем тивӗçлӗ пулчӗç;
3-мӗш вырăн Чăваш Майни шкул ачисем çӗнсе илчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев