Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Апрелӗн 19-мӗшӗнче Тутарстанра "Тутарстанри таса вӑрмансем" (Чистые леса Татарстана) республика ҫутҫанталӑк сыхлавӗн акцийӗ пуçланать.

Акцин ҫурхи тапхӑрӗнче вăрман территорине çуп-çапран тасатма, аншлагсене, информаци щитӗсемпе кану вырӑнӗсене юсама палӑртнӑ

Апрелӗн 19-мӗшӗнче Тутарстанра "Тутарстанри таса вӑрмансем" (Чистые леса Татарстана) республика ҫутҫанталӑк сыхлавӗн акцийӗ пуçланать. Кӑҫал вӑл 2 тапхӑрпа иртет: апрелӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 19-мӗшӗччен тата сентябрӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 13-мӗшӗччен.

Акцин ҫурхи тапхӑрӗнче вăрман территорине çуп-çапран тасатма, аншлагсене, информаци щитӗсемпе кану вырӑнӗсене юсама палӑртнӑ.

Республикӑри "Тутарстанри таса вӑрман" акцине ТР вӑрман хуҫалӑх Министерстви 2010 ҫултан пуҫласа ирттерет. Унӑн тӗп тӗллевӗ – вӑрмансенче лайӑх санитарипе экологи лару-тӑрӑвне йӗркелесси. Акци Тутарстанри пур муниципаллӑ районта та иртет. Акцие ТР вӑрман хуҫалӑх Министерствине пӑхӑнса тӑракан учрежденийӗсен специалисчӗсем, министерствӑсен, ведомствӑсен, учрежденисен, организацисен, предприятисен ӗçлекенӗсем, вӑрман участокӗсен арендаторӗсем, сад юлташлӑхӗсем, кооперативсем, экологи пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, аслӑ тата вӑтам ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем, волонтерсем хутшăнаççӗ.

2019 ҫулта республикӑри "Тутарстанӑн Таса вӑрманӗсем" ҫут çанталӑк сыхлавӗн акцийӗн шайӗнче халӑх пурӑнакан вырӑнсене, автомобиль ҫулӗсемпе федераци тата регион пӗлтерӗшлӗ трассӑсене тасатас енӗпе анлӑ мероприятисем йӗркеленӗ. Акцие 14 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. 2020 ҫулта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ сарӑлнипе акци иртмен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев