Апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Тутарстанра пушара хирӗҫле уйрӑм режим йӗркелеҫҫӗ, вӑл майӑн 14-мӗшӗччен тӑсӑлать. Тивӗҫлӗ документа Тутарстан Республикин граждан оборонин тата чрезвычайлӑ лару-тӑру Министерстви хатӗрленӗ.
Пушар хӑрушлӑхӗн шайӗ ӳснипе Тутарстанра ҫурхи-ҫуллахи тапхӑрта урамра кăвайт çинче апат пӗçерме, çав шутра шашлык ăшалама та чарӗҫ.
Унсӑр пуҫне пушара хирӗҫле режим вӑхӑтӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа, ытти отходсене ҫунтарма юрамасть, ҫавӑн пекех 1-3 класлă пиротехника хатӗрӗсене пеме чарнă.
Муниципалитетсенчи ӗҫ тӑвакан органсене пӑхӑнса тӑракан объектсен территорине типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапран тасатма, баланс ҫинчи пушара хирӗҫ шывпа тивӗҫтермелли ҫӑлкуҫсен ӗҫне тӗрӗслеме хушаҫҫӗ.
Нет комментариев