«Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093
Хаклă вулаканăмăрсем! Çуркуннен иккӗмӗш уйăхне – апреле – кӗтӗмӗр, апла пулсан 2021 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли «Сувар» хаçат çырăнма вăхăт çитрӗ. Çак ӗçе ырана-тепӗр куна хăвармасăр тусан аван, мӗншӗн тесен çырăнтару кампанийӗ пуçланнă-пуçланман хаçат-журнал çырăнакансене ăнать. Мӗн енчен-ха?
Раççей Почти апрелӗн 5-15-мӗшӗсенче çырăнтару декади ирттерет. Çак 10 кун хушшинче «Сувара» ытти чухнехи хакран самай йӳнӗрехпе – 577 тенкӗ те 68 пуспа – çырăнма пулать. Çырăнтару кампанийӗ вӗçлениччен кунашкал декада тата пуласси иккӗленӳллӗ. Çавăнпа та Хусан хулинче акă ӗнтӗ 28 çула яхăн эрнесерен тухса тăракан чăвашла хаçата вăхăтлă çырăнса ӗлкӗрӗр.
Нет комментариев