Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Арахис

Çӗр мăйăрӗ хаклă мар, анчах питӗ усăллă


Кондитерсем те, ытти апат хатӗрлекенсем те анлă усă кураççӗ унпа. Çӗр мăйăрӗ тенине пурте ăнланмастпăр, сăмах арахис пирки пырать. Кăнтăр Америка унăн тăван çӗршывӗ, пăрçа йышши ӳсен-тăрансен отрядне кӗрет вăл. Сăмах май, юлашки çулсенче пирӗн тăрăхра та лайăх ӳснине калаççӗ уйрăм пахчаçăсем. 

Тухтăрсем арахис 50 çултан иртнӗ хӗрарăмсен сывлăхӗшӗн питӗ усăллă пулнине палăртаççӗ. Анчах ку мăйăра ытла нумай çиесрен тытăнса тăмаллине те астутараççӗ. Уйрăмах пӗвер чирӗпе аптранисен асăрхануллă пулмалла. Мăйăра лайăх типӗтмесен вăл пӗвершӗн сиенлӗ пулӗ, ан манăр. 
Тухтăрсем арахиса хӗрарăмсене климакс вăхăтӗнче çиме сӗнеççӗ, мӗшӗн тесен вăл гормонсен фонне йӗркене кӗртет. Арахис симптомсене чакарать, çын хăйне лайăхрах туйма пуçлать. 

Хакӗпе пит пысăк мар арахис стресс шайне ӳсме памасть, вӗчӗрхеннине те ирттерет. Арахис çиекенӗн апати çук, лайăх çывăрать. Унри япаласем çамрăклăха тытса тăма пулăшаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: здороаье