Тӗрмере ларса пуяççӗ
Вӗрентекен халапа шанманнине уççăнах каласан, арçын унăн çарамаслă сăнӳкерчӗкӗсене интернета лартассипе хăратма, ятне ярас мар тесен укçа ыйтма тытăннă. Намăс курас мар тесех, мӗн каласан та аслă шкул вӗрентекенӗ-çке, икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне залога парса 2 миллион та 800 пин тенкӗ таранах укçа куçарнă.
Ултавçăсен серепине ваттисем е пит ăслах мар çынсем кăна çакланаççӗ тетӗр пулсан, йăнăшатăр. Вӗсенчен никам та сыхланман. Хусанти пӗр аслă шкулăн вӗрентекенӗ те акă, Интернет урлă 32-ри арçынпа паллашса хваттерсӗр юлатăп тесе шутламан-тăр. Вăрланăшăн, çаратнăшăн пӗрре мар судпа айăпланнă çак арçын тӗрмере ларса темиçе уйăхрах 4 миллион тенкӗ тупăш тунă. Вăл çамрăк хӗрарăмсемпе интернет урлă паллашнă. Сăмах хыççăн сăмах... лешсем пуçа та çухатнă. Паллах, кашнине авланма шантарнă «йӗкӗт», анчах тӗрмере ларни пысăк чăрмав пулнине, ятарлă çынсене укçа тӳлесен мăшăрланăва хăвăртлатма май пуррине пӗлтернӗ вăл. Юратнă çынпа хăвăртрах пӗрле пулас тесе-ши, 32-ри хӗрарăм темиçе кредит илсе 580 000, 29-ти тепӗр хӗрарăм микрозайм илсе тата юлташӗсене кивçене кӗрсе 182 000 тенкӗ укçа курсарса та панă.
Çӳлерех асăннă вӗрентекен унăн халапне шанманнине уççăнах каласан, арçын унăн çарамаслă сăнӳкерчӗкӗсене интернета лартассипе хăратма, ятне ярас килмесен тӳлеме хушнă. Намăс курас мар тесех, мӗн каласан та аслă шкул вӗрентекенӗ-çке, икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне залога парса 2 миллион та 800 пин тенкӗ таранах укçа куçарнă. Арçын çак преступленисене пӗлтӗр июнь уйăхӗнчен пуçласа ноябрь уйăхӗччен тунă иккен. Сăмах май, вăл ку хӗрарăмсемпе çемье çавăрма шутламан та, мӗншӗн тесен тахçанах авланнă пулнă. Чăн та, арăмӗ упăшкин интернетри «романӗсем» пирки те, миллионшар тенкӗлӗх тупăшӗ çинчен те пӗлмен. Хальхи вăхăтра ку арçын енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçӗн следствийӗ вӗçленмен-ха, унран шар курнисем, тен, тата та тупăнӗç. (А. Нумов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев