Арскра телефон зарядкине пула пушар тухнă
Декабрӗн 2-мӗшӗнче Арскри пӗр çуртра çӗрле пушар тухнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, 40-ри кил хуçи арăмӗ смартфонне удлинитель урлă зарядкăна лартнă та хăй çывăрма выртнă...
Çӗрле шăршăпа вăраннăскер, çав вырăнта вăйлă тӗтӗм тухнине асăрханă. Васкаса 16-ри ывăлне вăратнă. Малтан пушара хăйсем тӗллӗн сӳнтерме хăтланнă вӗсем, анчах май килменнипе хваттертен тухма тивнӗ. Вӗрипе маччари ирӗлсе ӳкнӗ пластик плиткăна пула ывăлӗн хулпуççийӗпе çурăмӗ пиçнӗ.
Çăмăл ӗç тӗрмене ярать
Йӗрке хуралçисем Хусан çывăхӗнчи Царицыно поселокӗ патӗнчи вăрман йăрăмӗнче хӗрпе качча тытса чарнă. 24-ри хӗр çумӗнче шурă порошок хунă пӗчӗк тӗрке пулнă. Çакăн евӗр порошоках (каярах экспертиза мефедрон пулнине палăртнă) вăрттăн вырăнта тата вӗсен тара илсе пурăннă хваттерӗнче те асăрханă. Кунсăр пуçне газ плитин аялти шкапӗнче наркотикла япалана фасовкăлама усă курнă электронлă виçене, кашăка тата чӗркемелли япаласене тупнă тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.
Çамрăксем каласа панă тăрăх, вӗсем кăçал июнь уйăхӗнче пӗр интернет-лавккана закладчиксем пулса ӗçе вырнаçнă иккен. Сутуçăпа ятарлă приложени урлă çыхăну тытнă, «ӗç укçине» биткоин енчӗке хурса пынă леш, хӗрпе каччă вара унтан хăйсен банк картти çине куçарнă.
Халӗ çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, хӗрпе качча тытса чарнă. Наркотикла япаласем кăларнăшăн, упранăшăн тата салатнăшăн вӗсен çитес çулсенче тӗрмере кирпӗч шутлама тивӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев