ТР Çул-йӗр хăрушсăрлăхне тимлекен патшалăх инспекцийӗ машинапа пынă вăхăтра хăрушсăрлăх пиçиххине çаклатмалли пирки аса илтерет
Автомобильте ларса пыракансем хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çаклатăннă-тăк, çул-йӗр пăтăрмахӗ пулас пулсан ремень малти ларкăçсем çинчисене 50 процента вилӗмрен тата сурансем илессинчен сыхлать, хыçалта ларса пыракансене – 25 процента.
Аварире машина çӗкленсе çапăнас пулсан, хăрушсăрлăх пиçиххи сывă юлас шанăçа пилӗк хут ӳстерет
Патшалăх автоинсспекцийӗ аса илтерет: Раççей Федерацийӗн Çулпа çӳрес йӗркесен 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хăрушсăрлăх пиçиххисемлӗ транспорт хатӗрӗн водителӗ машинапа пынă чухне вӗсемпе çаклатăннă пулмалла, çавăн пекех унăн çаклатăнман пассажирсене те лартса çӳреме юрамасть.
Нет комментариев