Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăшă сăмах чуна ăшăтать

Сентябрӗн 12-мӗшӗнче Аксу районӗнчи газ ӗçченӗсем патне хаклă хăна килнӗ. Донбасс халăхне хӳтӗлеме хăй ирӗкӗпе кайнă ӗçтешӗн, Сергей Леонтьевăн амăшӗ, Савгачево ялӗнче пурăнакан Наталья Сергеевна хăйсене пăрахманшăн тав тума тата коллектива профессилле уявпа саламлама ятарласах килнӗ.

Наталья Сергеевна çула пушă алăпа тухман, пӗртен-пӗр ывăлӗн ӗçтешӗсем валли вăл газ отраслӗн символикипе, «Ӗçтешсемпе юлташсене» тесе çырса илемлетнӗ тортпа тата курник пӗçерсе килнӗ. Кун çинчен район хаçачӗн сайчӗ пӗлтерет.

 – Ывăлăмăр кайсан мăшăрпа иксӗмӗр мӗнле пурăнăпăр-ши тесе пăшăрхантăмăр. Эпир пӗччен мар иккен, коллективăр яланах юнашар, пулăшу кирлӗ пулсан самантрах çитет. Тав сире пире пăрахманшăн, ку пире питӗ савăнтарать. Кашнийӗршӗн пирӗн алăксем уçă. Эсир килни пысăк уяв пирӗншӗн,– тенӗ Наталья Сергеевна коллектива тав туса.

Чей ӗçнӗ хушăра хӳтӗлевçӗ-ӗçтешӗн амăшӗ валли кашнин ăшă сăмах тупăннă. «Эсир вăйлă, хăюллă хӗрарăм. Мăшăрăрпа Геннадий Павловичпа çакăн пек ывăл çуртса ӳстернӗшӗн тав тăватпăр. Эпир пурте Сергейшӗн пăшăрханатпăр. Шанатпăр, унăн йăлтах аван пулать. Вăл ырă та тӳрӗ кăмăллă çын. Эсир кӗл туни ăна тата ун çумӗнчисене çитетех»,– ăшшăн калаçнă ӗçтешӗсем Наталья Сергеевнăпа.

Эпир пӗлнӗ тăрăх, Сергей Леонтьева ӗçтешӗсем чăнах та пăрахмаççӗ, май çитнӗ таран яланах пулăшма тăрăшаççӗ. Малашне те пăрахмӗç. Аксу РЭГС ертӳçи Александр Мартынов хальхинче те çакна палăртса коллектива тав тунă. «Эпир яланах çыхăнура, хуть мӗнле ыйту пулсан та шăнкăравлăр, пулăшма яланах хатӗр эпир. Ывăлăра, хамăрăн ӗçтеше Сергее эпир Çӗнтерӳпе таврăнасса кӗтетпӗр»,– тенӗ вăл.  (Аксу район хаçачӗн сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество