Асăрханăр, ыран çанталăк пăсăлать
Çула тухсан асăрхануллă пулăр. Уйрăмах автомобильпе çӳрекенсен автотрасса çинче дистанцие пăхăнмалла, палăртнă нормăран хăвăртлăха ӳстермелле мар.
Ыран, январӗн 16-мӗшӗнче çанталăк пăсăлассине пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗ. Кӗçнерникунхи çӗрле тата ирхине республикăра вырăн-вырăнпа вăйлă çил тухма пултарать, çил вăйӗ çеккунтра 15-17 метрпа танлашӗ, Хусанта çеккунтра 15 метр вăйпа вӗрӗ. Унсăр пуçне тăман тухма та пултарать.
Çавна май çул çинче начар курăнӗ, пӗр-икӗ километртан инçене курăнмӗ. Çул та пăрланать. Çавăнпа водительсен те, çуран çӳрекенсен те питӗ асăрхануллă пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев