Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!

Майӑн 9-мӗшӗнче Аксу районӗнчи тӗп лаптӑкра 78-мӗш Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ уяв иртрӗ.

Уяв концертне мероприятийӗн ертӳҫисем Борис Ильинпа Наталия Куштукова уҫрӗҫ. Концерт Ӗмӗрхи вут-ҫулӑм тата Паллӑ Мар Салтак палӑкӗ умне пуҫ кӑшӑлӗсем хунинчен пуҫланчӗ.

Пуҫ хунисене пӗр минут чӗнмесӗр тӑрса тата пӑшалсенчен пӗр харӑс персе асӑнчӗҫ. Митинг Аксу районӗн пуҫлӑхӗн Камиль Гилмановӑн саламӗнчен пуҫланчӗ.

Тутарстан республикин Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен ТР спорт министрӗн ҫумӗ Ильдар Садриев халӑха саламларӗ.

Ҫавӑн пекех Аксури пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2№ вӑтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Шайхутдинов Роман районта пурӑнакансен умӗнче калаҫрӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне тата Аксу районӗн хисеплӗ гражданинне Аникин Николай Андреевича Администраци Пуҫлӑхӗ Камиль Гилманов "100 - летию связи России" медаль пачӗ.

 

Лилия Баталина

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев