Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă çулти çынсен хăйсен сывлăхне тимлемелле

Сывлăх – кашни çыншăн тӗп пуянлăх, çавăнпа та ăна çирӗплетсех тăмалла

2019 çултан «Демографи» наци проектӗнчи «Аслă ăру» федераллă проектпа килӗшӳллӗн, ял хутлăхӗнче пурăнакан 65 çула çитнӗ е аслăрах çынсене медицина организацине диспансеризаци, вакцинаци, планлă госпитализаци, профосмотр, скрининг тума илсе çитереçӗ.
Чи малтан ялта пурăнакан 65 çултан иртнӗ çынсенчен çаксене больницăна илсе каймалла:
- пӗччен пурăнакансене (çемье çуккисем е мăшăрне çухатнисем, закон тăрăх вӗсене пăхма тивӗç çывăх тăванӗсем ялта пурăнмасан, е тӗрлӗ сăлтава пула ватăсене пăхаймасан);
- хăй тӗллӗн утайманнисене, çав шутра кресло-коляскăра ларкансене;
- район центрне автобус çӳремен ялсенче пурăнакансене.
Социаллă çăмăллăхсемпе тивӗçтерекен комплекслă центрсемпе сывлăх сыхлав учрежденийӗсем пӗрле лайăх ӗçленине пула 2022 çулта медицина организацийӗсене 63,5 Тутарстан çыннине илсе çитернӗ. Çав шутра диспансеризацине – 38 314 çынна. Кăçал медиксен тимлӗхне 58,5 пин çынна илме палăртнă.  
Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев