Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСЛĂ ПĂЛХАР ВĂТАМ ӖМӖРЕ ЙЫХРАВЛАТЬ

Этно-fashion фестивале чăваш дизайнерӗсем те хутшăнаççӗ

Июлӗн 15 – 23-мӗшӗсенче Пăлхар хулинче «Возрождение: эпос в современном прочтении» фестиваль иртет. Кун пек анлă мероприяти хальччен пулман-ха кунта. Тутарстансемпе хăнасене, туристсене тӗнчери халăхсен эпосӗсем тăрăх лартнă спектакльсем, концерт программи, фолк-фьюжн шоу-концерчӗ, этно-дизайнерсен мода кăтартăвӗ, театр пултарулăхӗн лаборатори-лагерӗсем, «Ага базар» этнокультура, «Стиль жизни – Культурный код» этномаркет фестивалӗсем тата ытти мероприяти эрне тăршшӗпех вăтам ӗмӗрсен атмосферипе пурăнма хистеççӗ.

Фестивале Раççей, СНГ тата Ази çӗршывӗсен халăх промыслисен, декораципе прикладной искусствин организацийӗсем, ремесленникӗсем, модельерӗсемпе дизайнерӗсем хутшăнаççӗ. Урăхла каласан, тӗрлӗ наципе çӗршывсен творчество çыннисене пӗрле пухса Раççей халăхӗн культурипе паллаштараççӗ.

Авалхи Пăлхар çӗрӗнче çакăн пек масштаблă мероприятие ТР Канашçин, «Возрождение» фонд ертӳçин Минтимер Шаймиевăн пуçарăвӗпе ирттереççӗ. Шăпах Минтимер Шарипович ку вырăна халăх çӳремесен капмар мечӗтсемпе керменсем туса лартнин усси сахаллине каланă та. Несӗлсен çӗрне пурнăç вӗрсе кӗртес шухăш «Возрождение» фонд ТР Культура министерствипе пӗрле пӗлтӗр кунти Хура палата умӗнче лартнă «Кара Пулат» опера-легендăна халăх çав тери ырласа йышăннă хыççăн çуралнă. «Возрождение: эпос в современном прочтении» фестивалӗн проекчӗ 2023 çулта РФ Президенчӗн культура пуçарăвӗсен фончӗн грантне çӗнсе илни ăна пурнăçа кӗртме пулăшать.

Пӗр эрнене тăсăлакан фестивальте курмалли чăнах та нумай, чăн малтан Карели, Саха (Якути) республикисен, Киргизипе Болгари çӗршывӗсен театрӗсен халăх эпосӗсемпе лартнă пилӗк спектакльне асăнмалла.

Тепӗр чаплă мероприятие те палăртмасăр май çук. Вăл – «Стиль жизни – Культурный код» фестиваль шайӗнчи III Этно-fashion. Урăхла каласан, халăх тумӗн модине кăтартни. Сăмах май, Хусан аудиторийӗшӗн вăл çӗнӗлӗх мар, икӗ çул Хусан Кремлӗн территорийӗнче иртрӗ. Кăçал вара Пăлхара куçарнă. Унта хутшăнма кăмăл тунă дизайнерсемпе модельерсен шучӗ çуллен ӳссе кăна пырать. Кăçал 7 çӗршывăн дизайнерӗсемпе модельерӗсем июлӗн 21, 22-мӗшӗсенче тата 23-мӗшӗнче хăйсен коллекцийӗсене кăтартӗç. Чăваш Енри 100 çул тултаракан «Паха тӗрӗ» фабрикăн дизайнерӗсем те икӗ коллекципе (туй тата хальхи стилизованнăй тумсем) килеççӗ.

Фестивале июлӗн 23-мӗшӗнче çутă инсталляцийӗпе капăрлатса Хура палата умӗнче «Кара пулат» оперăпа хупӗç. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев