Раççейре аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе колледжсене вӗренме кӗмелли кампани малалла тăсăлать.
Ятарлă пӗлӳ илме шут тытнӑ çамрăксемшӗн чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑрсенчен пӗри вăл.
Вӗренме кӗрес текенсен документсене виҫӗ мелрен пӗринпе пама пулать:
- Онлайн – Патшалӑх услугисен порталӗнчи «Поступление в вуз онлайн» тата «Поступление в СПО онлайн» вкладкăсем урлă. Кунта специальноҫа тата вӗренӳ заведенине суйлама, заявлени статусне сӑнама тата вӗренме кӗнӗ хыççăн кирлӗ документсем яма пулать;
- Куçăн – вӗренӳ заведенине кайса;
- Почта урлă.
Вӗренме кӗмелли майсене Раҫҫей Наци проекчӗсем тӗрев панипе йӗркелеççӗ.
Университетра вӗренни – ӗмӗтленекен карьера патне тунă пысӑк утӑм. Паян «Молодежь и дети» наци проекчӗ пулăшнипе аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче тата колледжсенче хальхи пурнăçа тивӗçтерекен кампуссем уҫаҫҫӗ, программӑсене ҫӗнетеҫҫӗ тата студентсене иккӗмӗш курсран пуҫласа ӗҫлеме майсем туса параҫҫӗ.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Нет комментариев