Ашшӗпе ывăлне хирте пӗрле ӗçлеме интереслӗрех
Петровсен тырă вырассинчи пысăк кăтартăвӗсене район ертӳçисем асăрхаса палăртнă ӗнтӗ. Ывăнмасăр ӗçлемелле пултăр, çӗр ӗçченӗсем!
Республика уй-хирӗсенче вырма ӗçӗсем пыраççӗ. Çӗр ӗçченӗсем ӳссе çитӗннӗ тырра пӗр юлми пухса кӗртес тесе ырми-канми тăрăшаççӗ.
Аксу районӗнчи «Аксу Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн хирӗсенче Петровсен çемйинчен тăракан экипаж вăй хурать. Ашшӗ, Владимир Владимирович, хуçалăхăн Мюдри филиалӗнче механизатор пулса ӗçлекенскер – опытлă комбайнер. Вырма кăтартăвӗсемпе вăл икӗ çул харăс «Тутарстан Республикин чи лайăх комбайнерӗ» ята илме тивӗçнӗ.
Владимир Петров çӗр ӗçченӗн профессине Аксури СПТУра вӗренсе 1992 çулта алла илнӗ. Вӗренсе пӗтерсен тракторпа ӗçленӗ – сухаланă, акнă. Çирӗм çул ытла ӗнтӗ вăл тырçи вăхăтӗнче комбайнпа ӗçлет – тырă вырать.
Ывăлӗ ашшӗ хăйӗн ӗçне юратса, тӗплӗ пурнăçланине мӗн пӗчӗкрен курса ӳснӗ, çӗр ӗçченӗн ӗçӗ мӗнле кирлине ун чухнех туйса илнӗ вăл. Çавăнпа та Данила та ашшӗ пек çӗр ӗçченӗ пулас тенӗ. Аксури универсаллă технологисен техникумӗнче вӗренекенскер çулла ашшӗпе пӗрле тырă вырать. Хăйӗн пӗлӗвне практикăпа çирӗплетекенскертен вӗренсе пӗтернӗ çӗре чăн-чăн специалист пулать, паллах.
Анчах кун ӗçре квалификаци кăна пӗлтерӗшлӗ мар-çке-ха, çав тери чăтăмлă, йывăрлăха çӗнтерме пултарни кирлӗ тата. Иртен пуçласа çӗрлеччен хӗртсе пăхакан хӗвел айӗнче хирте ӗçлеме пурин те чăтăм çитмест.
– Эпир хăнăхнă ӗнтӗ, пире йывăр мар, – теççӗ Петровсем. – Пӗрле ӗçлеме аванрах та, интереслӗрех те.
Петровсен тырă вырассинчи пысăк кăтартăвӗсене район ертӳçисем асăрхаса палăртнă ӗнтӗ. Ывăнмасăр ӗçлемелле пултăр, çӗр ӗçченӗсем!
З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев