Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Астăвăм

Августăн 1-мӗшӗнче Хусанта Айрат Хайруллин ячӗллӗ парк уçăлнă

 

 

Августăн 1-мӗшӗнче Хусанта Айрат Хайруллин ячӗллӗ парк уçăлнă

Парка РФ ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, экономика наукисен докторӗн, нумай хутчен патшалăх наградисене тивӗçнӗ Айрат Хайруллинăн çуралнă кунӗ тӗлне уçнă. 

Парк тунă çӗре 18 миллион тенкӗ укçа хывнă. Малтанах 8 миллион тенкӗпе çырлахма пулать тесе шутланă, анчах экономика лару-тăрăвӗ улшăнсах тăрать, хаксем ӳсеççӗ. Укçа-тенке Айрат Хайруллинăн çемйи уйăрнă. Ӳлӗм тата 5 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. Парк паллă çыннăн ятне сыхласа хăварнипе пӗрлех Хусан çыннисемшӗн илемлӗ кану вырăнӗ пулӗ. Ăна Атăлçи районӗнчи Газовая урамӗнчи 7-мӗш çурт умӗнче йӗркеленӗ. Пӗлтӗр 2-мӗш Газовая урамне Айрат Хайруллин ятне панă. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество