Атăл урлă çывăхран каçма май пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Атăл урлă çывăхран каçма май пулать

Аракчино – Тури Услон маршрутпа çӳрекен сывлăш минтерӗ çинчи судно хăйӗн ӗçне декабрӗн 8-мӗшӗнче пуçлӗ.

Атăла пăр илме тытăнсан çак каçăра паромсем çӳреме чарăнаççӗ. Автомобильсене кӗртме иртерех-ха, пăр çӳхе. Мӗн тумалла? Сывлăш минтерӗ (воздушная подушка) çинчи судно пулăшать. Вăл декабрӗн 8-мӗшӗнче пассажирсене пӗр çыранран тепӗр çырана каçарма пуçлӗ. Судно ирхине ултă сехетрен пуçласа 19:00-ччен кашни сехетре пӗр рейс тăвӗ. Пӗр енне пӗр çынна каçармалли хак  120 тенкӗ пулать. Енчен те багаж нумай вырăн йышăнать пулсан, уншăн тата аллă тенкӗ тӳлемелле пулӗ.


Нет комментариев