Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Атӑлпа Кама патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедникне тирпейлеме 100 волонтер хутшӑннӑ

Атӑлпа Кама патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедникӗн территорийӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Открывая страну» акци шайӗнче экосубботник иртнӗ. Унта Хусанти 13 вӗрентӳ организацийӗнчен 100 эковолонтер хутшӑннӑ.

Проектӑн тӗп тӗллевӗ – халӑхӑн экологи культурине йӗркелесси, ҫамрӑксене экологи ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗх уйӑрма тата ҫутҫанталӑка юратма вӗрентесси. Проект Раҫҫей Федерацийӗн 6 субъекчӗн территорийӗнче пурнӑҫланать: Мускав, Вологда, Челябинск тата Воронеж облаҫӗсем, Кабардино-Балкари Республики тата Тутарстан Республики.

Тутарстанра субботника ТР Экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви пулӑшнипе Атӑлпа Кама ҫутҫанталӑк заповедникӗ  ҫамрӑксен «Будет чисто!» экологи юхӑмӗпе пĕрле йĕркеленĕ.

Икӗ сехет хушшинче хутшӑнакансем ҫӳп-ҫапа пуҫтарнисӗр пуҫне заповедник территорине те тирпей-илем кӗртнӗ. Пурӗ 7 кг пластик, 5 кг металл, 8 кг кӗленче пуҫтарнӑ.

Акцие хутшӑнакансене йӗркелӳҫĕсем  Тав ҫырӑвӗсем тата асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарнă.

Сăнӳкерчӗк eco.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология