Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Автоинспекторсем тӗрӗслеве тухаççӗ

Августăн 14-мӗшӗнчен пуçласа 24-мӗшӗччен çул-йӗр юхăмне транспортпа е транспортсăр хутшăнакансем пурте автоинспекторсен тимлӗхне лекетпӗр. Мӗншӗн тесен çулсем çинче аварисен шучӗ ӳснипе пакунлисем вăйлатнă режимпа ӗçлеме тытăнаççӗ.

Автоинспекци çав кунсенче çуран çӳрекенсене машинăсем çапса хăварасран, водительсем руль умне ӳсӗрле ларасран профилактика мерисене ирттерессине хыпарлать ТР ШӖМӗ. Çаплах вело- тата мототранспортпа çӳрекенсем çул-йӗр правилисене мӗнле пăхăннине тимлӗ. Кунсăр пуçне тематикăллă акцисем ирттерсе граждансене çул çинче асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерӗ.

Автоинспекторсене çакăн пек вăйлатнă режимпа ӗçлеме хурлăхлă статистика хистет. Вăл вара чăннипех кашнине шухăшлаттармалла. Кăçал 7 уйăхра Хусан çулӗсем çинче кăна 769 çул-йӗр аварийӗ пулнă иккен. Вӗсенче 19 çын вилнӗ, 932-шӗ аманнă. Çул урлă çуран каçакансене çапса хăварнă 283 тӗслӗх палăрнă, вӗсенче 14 çыннăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă, 274-шӗ аманнă. Август пуçланнăранпа кăна çуран çӳрекенсемпе çыхăннă çакăн пек аварисенче 3 çын вилме, 17-шӗ аманма ӗлкӗрнӗ. Çавăнпа Патшалăх автоинспекцийӗ водительсене асăрхануллă, çулсем çине çуран çӳрекен тухассине яланах хатӗр пулма ыйтать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев