Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Автолавка каллех сумра

Çӗпрелӗнче лавккасем çук ялсене автолавкасем çӳреме тытăннă.

Çӗпрел районӗнче икӗ усламçă пӗрлехи кооператив уçса лавкка çук ялсенче суту-илӳ йӗркеленине хыпарлать район сайчӗ. Çак ӗçе сентреллӗ, электронлă тарасаллă, холодильниклă икӗ автолавкăпа пурнăçлӗç вӗсем. Сăмах май, предпринимательсене республика автолавка туянма кăна мар, ялсен хушши 11-шер километртан ытларах пулсан çунтармалли-сӗрмелли хатӗр валли те субсиди парать.

Хальлӗхе лавкка çук ялсем районта пурӗ 9 (Çӗнӗ тата Кивӗ Сатуркка, Тутар Упи, Кӗçӗн Шемӗршел, Чаткас, Тутар Тӗкки, Куршанкă Шăхаль, Çӗнӗ Ишлӗ тата Тутар Шатăршан), тӗпрен илсен ватăсем пурăнаççӗ. Вӗсемшӗн ку çӗнӗлӗх питӗ лайăх. Кирлӗ апат-çимӗçе туянма аякка каясси çук.

Автолавкасенчен кашнин хăйӗн маршручӗ, вӗсем çулталăк вăхăтне, çанталăка пăхмасăр тунтикунран пуçласа эрнекунччен график тăрăх 3-4-шар яла çитеççӗ. (Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество