Беспилотник атакăласан мӗн тумалла?
Апрелӗн 2-мӗшӗнче, Елабуга тата Анат Камăна атакăланă хыççăн ТР МЧСӗ кун пек лару-тăрура çынсен мӗн тумаллине аса илтерчӗ.
Асра тыт:
— Беспилотник (хуть мӗнли) вӗçнине асăрхасан тӳрех 112 телефонпа шăнкăравласа пӗлтермелле. Оператора хушамат, ят, атте ятне калама манмалла мар.
— Çуртра-тăк, пусмапа аялти хута (подвала е парковкăна) анмалла. Кун пек чух лифтпа усă курма юрамасть. Хваттерте тӗп стенасен хушшинчи чӳречесӗр пӳлӗмӗн (ваннăя) урайне лармалла, чӳречесем патне пымалла мар.
— Çӗр, çурт е ытти çӗрте беспилотника е унăн пайне асăрхасан перӗнме юрамасть. Çав вырăнтан васкаса пăрăнмалла.
— Урамра пулсан, çумри çуртра, çӗр айӗнчен каçмалли вырăнта е парковкăра пытанмалла.
— Транспортра-тăк, хăвăрт тухса хӳтӗ вырăна чупмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев