Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Бюджетлă вырăнсене 620481 студента вӗренме илӗç

РФ Наука тата аслă пӗлӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кăçал пӗтӗмпе 1,3 миллион çын (абитуриентсен 94 проценчӗ) «Госуслуги» урлӑ 4,3 миллион заявлени панӑ. Çав шутран 58 проценчӗ куçăн вӗренесшӗн, 16 проценчӗ – куçӑн-куçăн мар майпа, 27 проценчӗ – куçăн мар майпа.

Абитуриентсем вӗренме кӗрес текен хуласен топ-10 йышне Мус­кав (511 пин çын), Санкт-Петербург (212 пин), Хусан (90 пин), Екатеринбург (82 пин), Новосибирск (64 пин), Дон-çи-Ростов (53 пин), Чулхула (50 пин), Ӗпхӳ, Краснодар (45 пиншер), Томск (40 пин çын) кӗнӗ.

Июлӗн 27-мӗшӗнче «Госуслуги» порталта тата университетсен сайчӗсенче конкурс списокӗсене пичетлесе кӑларнӑ.

Льготниксенчен, олимпиадӑсенче мала тухнисенчен тата тӗллевлӗ майпа вӗренме кӗрекенсенчен августăн 1-мӗшӗччен (çак кунхи 12.00 сехетчен), тӗп конкурспа кӗрекен абитуриентсенчен августăн 5-мӗшӗччен (çак кунхи 12.00 сехетчен) согласисене йышӑнаççӗ.

Çакăн хыççӑн тата бакалаврпа специалитет программисем тӑрӑх бюджета вӗренме илни çинчен приказсем кӑлариччен (вӗсене августăн 3-мӗшӗнче (квотăпа вӗренме кӗрекенсем тата олимпиадӑсенче мала тухнисем валли) тата августăн 7-мӗшӗнче (тӗп конкурспа) пичетлесе кӑлараççӗ) «шӑплӑх кунӗсем» пулаççӗ. Ку тап­хӑрта абитуриентсем хӑйсен заявленийӗсене каялла илеймеççӗ, вӗренме илме ыйтса çырнă  согласисене пама е каялла илме те пултараймаççӗ. Çакă вӗренме кӗрекенсен списокне çирӗплетме, абитуриентсене хӑйсен статусне уççӑн ӑнланма май парать.

Вӗренме илнӗ хыççӑн мӗнпур студент «Госуслугинчен» Макс мессенджерти хӑй курсӗн чатне куçма пултарӗ. Унсӑр пуçне, вӗсем валли порталта электронлӑ студент билечӗпе электронлӑ зачетка йӗркеленӗç.

Раççей аслă шкулӗсене çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче бюджетлă вырӑнсене 620481 çынна илме палӑртнӑ. Бюджетлă вырӑнсен 73 процентне регионсенчи аслă шкулсене уйӑрса панӑ. 

Сăмах май, çамрăксем инженерипе педагогика, информатикăпа шутлав техники, информаци сис­темисемпе технологийӗсем пек направленисене ытларах суйланă.

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Сăнӳкерчӗк 

«Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев