БРИКС Вăййисен вăхăтӗнче Хусанта спорт поликлиники те ӗçлӗ
Çӗнӗ хыпарсем

БРИКС Вăййисен вăхăтӗнче Хусанта спорт поликлиники те ӗçлӗ

Хусанта июнӗн 12 — 23-мӗшӗсенче иртекен БРИКС Вăййисен объекчӗсенче 57 медицина бригади ӗçлӗ.

Çакăн пирки ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет. 


Ăмăртусене хутшăнакансен медицина тивӗçтерӗвӗпе çыхăннă ыйтăвӗсене хăвăрт татса пама Тӗп операци центрӗ те йӗркеленӗ. Хусанти 21№ хула поликлиникин никӗсӗнче БРИКС Вăййисен вăхăтӗнче спорт поликлиники ӗçлӗ. 


Объектсенче 23 медицина пункчӗ тата 27 мобильлӗ медицина бригади ӗçлӗ, 30 васкавлă медицина пулăшăвӗн бригади дежурствăра тăрӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Игры БРИКС

Нет комментариев