БРИКС Вăййисене 10 пин билет туяннă та ӗнтӗ
Çӗнӗ хыпарсем

БРИКС Вăййисене 10 пин билет туяннă та ӗнтӗ

БРИКС Вăййисене апрелӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа паян кунччен 10 пин билет сутнă.

Çакăн пирки Вăййа йӗркелекенсем пӗлтереççӗ. 


Ăмăрту кăçалхи июнӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа 23-мӗшӗччен Хусанта иртет. Хальхи вăхăтра хăш-пӗр дисциплинăсемпе — ишессипе, спорт гимнастикипе, фехтованипе, синхронлă ишессипе, дзюдопа, шыва сикессипе, бадминтонпа, каратепе, спорт кӗрешӗвӗпе, самбопа тата ыттипе — билетсем туянма май пур. 


ТР спорт министрӗ Владимир Леонов каланă тăрăх, майăн 6-7-мӗшӗсенче ытти дисциплинăсемпе те билетсем сутлăха тухаççӗ. Çав шутра çăмăл атлетика, художествăлла гимнастика, пляж волейболӗ, бокс, сӗтел çи теннис, авăсса ишмелли спорт, теннис, йывăр атлетика.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Игры БРИКС

Нет комментариев