Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çак кун мӗн чухлӗ сивӗрех, мартра çавăн чухлӗ ăшăрах пулать

Халăх календарӗ

◊ Нарăсăн 20-мӗшӗ – Лука. Кăнтăрла тӗлӗнче çил вӗрсен çурхи тырăсем ăнса пулаççӗ. Енчен те çак кун çутçанталăкра сайра тӗл пулакан пулăма асăрхасан – хӗлле аслати авăтнине – ырра мар. 

◊ Нарăсăн 21-мӗшӗ – Захар. Çак кун мӗн чухлӗ сивӗрех, мартра çавăн чухлӗ ăшăрах пулать. 

◊ Нарăсăн 22-мӗшӗ – Панкратий. Хӗл вăйне çухатма тытăнни аванах сисӗнет. Çак кунран пуçласа çанталăка сăнамалла: мӗн чухлӗ сивӗрех – мартра çавăн чухлӗ ăшăрах пулать. 

◊ Нарăсăн 23-мӗшӗ – Прохор тата Харлампий. «Прохор кунӗнче хӗл те ахлатать, анчах нарăс уйăхӗ алхасать – çуркунне çывхарнине туять». 

◊ Нарăсăн 24-мӗшӗ – Влас. Влас сиввисем юлашкисем шутланнă.  

◊ Нарăсăн 25-мӗшӗ – Алексей. Акмалли вăрлăхсене çак кун тула илсе тухса «шăнтаççӗ» – кун пек тусан тухăç ăнса пулать имӗш. 

◊ Нарăсăн 26-мӗшӗ – Мартиниан. Ку кун юр ирӗлсен – çуркунне тăнăç пулать; енчен те çанталăк ăмăр-тăк – çуркунне сивӗ пулать тата вăраха тăсăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев