Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çак уявăн символӗ – шурă хурăн йывăççи

Июнӗн 4-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кукăркӳль ялӗнче «Троица вăйă картисем» халăх уявӗ иртнӗ. Çак уявăн символӗ – шурă хурăн йывăççи. Ăна çамрăк хӗрсем тӗрлӗ тӗслӗ хăюсемпе, чечексемпе илемлетнӗ. Хурăн айне тутлă çимӗçсем хунă, ун тавра карталанса вăйă каланă.

Куракансем нумайăн пухăнаççӗ çак уява, халăх вăййисене выляççӗ, юрлаççӗ, купăс çеммипе кадриль ташлаççӗ. 
Уяв хăнисене пиçнӗ çăмарта çитереççӗ кукăркульсем тата виçӗ кӗрперен пӗçернӗ пăтă. 
Аксу муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов, унăн çумӗ Ильшат Загидуллин, Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Станислав Зайцев, Аксури православи храмӗн настоятелӗ Александр Качаев протоиерей, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Шамил Ягудин «Троица вăйă картисен» хисеплӗ хăнисем пулса тăчӗç. 
Камиль Гилманов Галина Коннова пенсионеркăна, Кукăркӳль ял библиотекин ӗçченне Татьяна Конновăна, Кукăркӳль ял хутлăхӗн ӗçченне Светлана Воробьевăна район администрацийӗн Тав çырăвӗсем парса чысланă. 
Вырăнти Культура çурчӗн ӗçченӗсем çак мероприятие тăрăшса хатӗрленеççӗ, концерт программи анлă пулнă. 
Çак уявра вырăс халăхӗн йăли-йркипе паллаштарнисӗр пуçне пир татăкӗсенчен пуканесем тума вӗрентеççӗ, ятарлă юрăсен сăмахӗсене аса илтереççӗ, авалхи несӗлсен ал-ӗç хатӗрӗсемпе паллаштараççӗ.  
Лилия Баталина. Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев