Чакак хыттăн чакăлтатать-тӗк – вăрах вăхăт шăрăх çанталăк тăрӗ
Утă уйăхӗн 14-мӗшӗ – Кузьма тата Демьян. Çак кун пахчана çумласан урăх çум ӳсмест-мӗн. Анăçран вӗрекен çил çумăр илсе килет.
• Утă уйăхӗн 15-мӗшӗ – Берегиня, Фотий. Çак кун йывăçсем çинче сарă çулçă йышлă-тăк – хӗл ир ларать. Вăрманта çырла нумай – хӗл сивӗ пулать тата вăрăма тăсăлать.
• Утă уйăхӗн 16-мӗшӗ – Мокий тата Марк. Вăрăмтунасемпе ӳпресем çаврăна-çаврăна вӗçеççӗ-тӗк – тепӗр çичӗ кун типӗ çанталăк пулать.
• Утă уйăхӗн 17-мӗшӗ – Андрей. Çак вăхăтра сăпса нумаййи хӗлле çав тери сивӗ пуласса систерекен паллă. Йывăçсем çинче сарă çулçăсем пур-тăк – кӗркунне ир пулать. Çак кун çанталăк мӗнле – çурла уйăхӗн 11-мӗшӗ те çапла пулать. Çырла нумаййи хӗл сивӗ пуласса систерекен паллă.
• Утă уйăхӗн 18-мӗшӗ – Афанасий. Каçхи тӳпере уйăх пур-тăк – тухăç ăнса пулать. Уйăха сăнамалла: тӗтреллӗ, пысăк курăнать-тӗк – кӗçех çанталăк пăсăлать; шуррăн курăнсан – сивӗтессе; симӗсреххӗн курăнсан – çумăра.
• Утă уйăхӗн 19-мӗшӗ – Ермий, Сысой. Ирхи сывлăм тăрăх çара уран утсан çулталăкӗпех сывлăхлă пурăнăн. Енчен те уйăх яланхинчен пысăкраххăн тата тӗтреллӗн курăнсан – кӗçех сивӗтет.
• Утă уйăхӗн 20-мӗшӗ – Авдотья. Çумăр çусан вăл чарăна-чарăна çичӗ эрне çăвать. Çак кун çуралнă ача ăнăçуллă пулать, ăна çитӗнӳсем тума нимӗн те чăрмантараймасть. Япала çума, мунча валли милӗк хатӗрлеме юрамасть çак кун.
«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев