Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇĂЛТĂР ÇУМĂРӖ

Кăçал августра Персеидăн метеор юхăмӗ чи илемли, асамлăн курăнаканни пулӗ – сехетре 100-150 «çăлтăр» 210 километр хăвăртлăхпа çӗр çине ӳкӗ.

Август  çăлтăрсем ӳкекен уйăх. Ӳкекен çăлтăра ӗмӗт çинчен каласа ӗлкӗрмелле, вара вăл пурнăçланать тенине ача чухнех илтнӗ эпир. Шкула çӳреме пуçласан çӗрлехи тӳперен йăр та яр ӳкекен çутăсем çăлтăр пулманнине пӗлсен те августра йышлăн ӳкекен метеорсене курсан ӗмӗте пурнăçлама  ыйтас килет.

Кăçал августра Персеидăн метеор юхăмӗ чи илемли, асамлăн курăнаканни пулӗ – сехетре 100-150 «çăлтăр» 210 километр хăвăртлăхпа çӗр çине ӳкӗ. Метеорсем çӗр çийӗнчен 70 километрта çутатма пуçлаççӗ. Пӗрремӗшсем июлӗн 17-мӗшӗнче ӳкеççӗ, августăн 24-мӗшӗнче Персеида юхăмӗ вӗçленет. Августăн 11- 12-мӗшсенче тата 12-13-мӗшсенче чи нумай «çăлтăр» ӳкӗ çӗр çине. Ӗмӗтӗрсене халех шутлăр, ӳкекен çăлтăра пӗлтерме ӗлкӗрӗр.

Сăнӳкерчӗк «Татр-Информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: космос