Çамрăксемпе ачасен театр студийӗсене пӗлме
2025 çулхи ноябрӗн 15-мӗшӗччен «Театральное Приволжье» Фестивалӗн VII сезонӗн заявка кампанийӗ пырать
Округри «Театральное Приволжье» фестиваль – çамрăксене театр ӗçӗпе интереслентерессишӗн пуçарнă Атăлçи федераллă округăн обществăлла проекчӗ. Унăн тӗллевӗ – çамрăксен культурăри тавракурăмне анлăлатасси, кăмăл-сипет енчен воспитани парасси тата пултарулăхне аталантарма кирлӗ условисемпе тивӗçтересси.
Ача-пăча тата çамрăксен театр коллективӗсен «Театральное Приволжье» фестивалӗ РФ Президенчӗн Атăлçи федераллă округӗнчи полномочиллӗ представителӗн Аппарачӗ пулăшнипе, РФ Президенчӗн Атăлçи федераллă округӗнчи представителӗн Игорь Комаровăн патроначӗпе «Çемье» наци проекчӗн «Çемье хаклăхӗсем тата культура инфраструктури» Федераци проекчӗн тата «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать. Фестиваль çулсеренех Федерацин Атăлçи округӗнчи ача-пăча, студентсемпе çамрăксен театр коллективӗсене пӗрлештерет.
Фестиваль тӗллевӗсенчен чи пӗлтерӗшли – çамрăксемпе ачасене театр ӗçне (актерсене, режиссерсемпе театрти ытти ӗçченсене) хутшăнма ытларах явăçтарасси. Çавăн пекех ача-пăча тата çамрăксен театрӗсен йышне те, пултарулăх шайне те ӳстересси.
Округ регионӗсенче театр площадкисене уçса вӗсенче театр искусствипе профессионал шайăнче ӗçлекенсене те, округра пурăнакансене те хутшăнтарасси, уйрăмах ачасемпе çамрăксене.
Округри облаçсемпе республикăсенче театр ӗç-хӗлне йӗркелес опыта пухса сарасси.
Фестивалӗн тӗп номинацийӗсемпе çӗнтерӳçисене икӗ категорипе палăртаççӗ: 6 – 17 çулсенчи часем хутшăнакан театр коллективӗсем тата студийӗсем; 18 – 35 çулсенчи яшсемпе хӗрсенчен тăракан театр коллективӗсемпе студийӗсем.
Çав вăхăтрах пур студие, коллектива та хутшăнма ирӗк параççӗ тенине пӗлтермест ку. Профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсене, культура тата ӳнер, профессиллӗ театр артисчӗсене хутшăнтармаççӗ.
Фестиваль номинацийӗсем
Коллективлă
Атăлçи федераллă округӗн Çамрăксен чи лайăх спектаклӗ
(1, 2, 3-мӗш вырăн).
Атăлçи федераллă округӗн ачасен чи лайăх спектаклӗ (1, 2, 3-мӗш вырăн).
Уйрăмшарăн палăртакан номинацисем (çамрăксен; ачасен спектаклӗсем валли):
Чи лайăх режиссер ӗçӗ;
Чи лайăх музыка эрешӗ;
Чи лайăх илем;
Чи лайăх арçын ролӗ;
Чи лайăх хӗрарăм ролӗ.
РФ Президенчӗ указпа пӗлтернӗ çулталăкăн тематикине спектальте ăнăçлă уçса панăшăн йӗркелӳçӗсем Хушма тематика номинацинче палăртаççӗ.
Театр постановкисенче çирӗп пăхăнмалли йӗрке – çутӗç, кăмăл-сипет тата обществăн культура хаклăхӗсен енӗпе спектаклӗн пӗлтерӗшлӗ пулăм пулмалла.
Конкурса хутшăниччен спектакле 2 çултан мала лартмалла мар.
Регион шайӗнче суйласа илнӗ спектаклӗн 100 минутлăх видеоверси, 3 минутлăх трейлер тата 30 çеккунтлăх кӗске ролик ӳкерсе йӗркелӳçӗсем патне çитермелле. Видеоӗçсене телекуравпа кăтартаççӗ çавăнпа вӗсен пахалăхӗ çав тери пысăк (mp4 формат, fullHD 1920×1080) пулмалла.
Парне фондне Атăлçи федераллă округӗн гражданла общество институтне аталантарма пулăшакан фонд укçипе тивӗçтереççӗ.
Çӗнтерӳçӗ-коллективсен представителӗсене (кашни номинацире 1-3 вырăнсем) театр ăсталăхӗн хăнăхăвӗсене аталантарма пулăшакан вӗренӳ турне хутшăнма хавхалантараççӗ. Фестивале йӗркелекенсен йышăнăвӗпе хавхалантарăва çӗнтерӳçӗ-коллективсене йышăннă призлă вырăнпа танлаштарсан уйрăммăн палăртакан виçепе çӗнӗ спектакльсем лартма тӗллевлӗ грантсем панипе улăштарма пулать.
Фестиваль регионсен тапхăрӗнче 2025 çулхи сентябрь-декабрь уйăхӗсенче иртет.
2026 çулти январь – февраль уйăхӗсенче округ шайӗнче, март – апрель уйăхӗсенче финал тапхăрӗсем иртеççӗ.
Сăнӳкерчӗкре Хусанти «Апуш» театр студийӗ, mincult.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев