Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çарăмсан районӗнче чăваш культура эрнелӗхӗ вӗçленчӗ

Вăл «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ятлăскер, апрелӗн 6-мӗшӗнче пуçланса 13-мӗшӗнче пысăк пӗтӗмлетӳ концерчӗпе вӗçленчӗ. Тӗлпулусем маларах палăртнă графикпа иртмерӗç пулин те, чăваш ялӗсенчи кашни Культура çурчӗ халăх йăли-йӗркинчи мӗнле те пулин мешехе тупса тӗлӗнтерме тăрăшрӗ.

Финиш Акрелӗнчи Культура çуртӗнче пулчӗ. Ăна чаплă лару-тăрура уявлама кӳршӗсем те килсе çитнӗ: Элмет районӗнчи Клемтелӗнчи «Асамат» тата Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчи «Илем» ансамбльсем. Вырăнти пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрле вӗсен юрри-ташшисем пӗтӗмлетӳ концертне тата та илемлетрӗç. 
Акрелӗнчи тата Йăвашкелӗнчи ача-пăчасен ташă ансамблӗсене уйрăмах мухтас килет Аслисем те залри халăх кăмăлне каймалла юрласа-ташларӗç. Акрелӗнчи тата Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи арçынсен дуэчӗсем хӗрарăмсен ушкăнӗсен хушшинче торт çинчи чие çырлисем пекех курăнчӗç.  
Çарăмсан районӗнчи Культура управленийӗн начальникӗ Наталья Иляева тата ТР ЧНКА Канашӗн çумӗ Константин Малышев çак кунсене йӗркелесе ирттерекен яваплă çынсене тата вӗсене пулăшакансене Тав çырăвӗсем парса чысларӗç. 
Çарăмсанра чăваш культурине тивӗçлипе хаклаççӗ. Эрнелӗхе уçнă вăхăтра видео ӳкерсе «ВКонтакте» социаллă сете лартнăччӗ. Ăна паянхи куна 7300 ытла çын курнă. 
Концерт вӗçленсен те çынсем артистсене пыра-пыра тав турӗç. 
Пур культурăна çӗклесе, аталантарса пыракансем тата пур культурăна сапалакансем. Халăхсен культурисемпе йăли-йӗркисен çулталăкӗнче çакă уйрăмах çиеле тухать. Сăмах Çарăмсан районӗ пирки мар. Телее кунта лару-тăру япăх мар-ха. Хăйсен йăнăшӗсене курса вӗсем хăйсемех тӳрлетме тăрăшаççӗ. 
Ытти тăрăхсем пирки чун ыратать. Кашни клубăн мӗн-тӗр чăваш культурипе кăтартмалла. Кунта вара вӗсенче ӗçлекен çынсен хевтинчен килет. Хăш-пӗр ялта купăсçă тупма та хӗн, ку паянхи самана чăнлăхӗ. Хăшӗсем чӗрӗ инструментсен сассисене кăларса юрлаççӗ, теприсем фонограммине хытă ярса. Пӗрисем зала çын пуçтарса уявсем ирттереççӗ, теприсен фотоотчет туса ӗçлесси йăлана кӗре пуçларӗ. Юлса пыраканнисем конкурс-фесивальсене те хутшăнаймаççӗ, республикăри «Уявра» та вӗсене ӗнтӗ миçе çул курман. 
Ман шутпа Чăваш культура эрнелӗхӗсене пирӗн йăхташсем пурăнакан кашни районра ирттермелле.  
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев