Çарăн хăйӗн тӗллевне пурнăçламаллах!
Çӗнӗ хыпарсем

Çарăн хăйӗн тӗллевне пурнăçламаллах!

Паян ятарлă çар операцине хутшăнакан Алексей Никифоров ачаллах тăлăха юлнă, атте-аннесӗр çитӗннӗ.

Фото Алексея Никифорова
А.Никифоров парашютпа сикме хатӗрленет.  2026 çулхи сентябрьте ӳкернӗ.

Ачалăхпа çамрăклăх çинчен аса илни

– Эпӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗп­рел районӗ) 1983 çулта сакăр ачаллă çемьере çуралнă, чи кӗ­çӗнни. Пӗрремӗш класра пире Елена Васильевна Утеева вӗрент­рӗ, лăпкă, лайăх вӗрентӳçӗччӗ. Ун хыççăн  пирӗн анне вилчӗ. Мана вара Ульяновск облаçӗнчи Хирти Анникав ялӗнче çемьепе пурăнакан  Александр тете хăй патне пурăнма илсе кайрӗ.  Тепӗр çул ялта атте те пурнăçран уйрăлчӗ.  Эп çапла тете патӗнче ӳссе çитӗнтӗм.  

Пиллӗкмӗш класра шкулти ирӗклӗ кӗрешӳ секцине çӳреме тытăнтăм, тӗрлӗ çӗрти ăмăртусене хутшăнаттăмăр. Çӗнтерни те пулнă, призлă вырăнсем те йышăннă.  Хуçалăхра пулăшаттăм, çуллахи каникулта малтан комбайнер пулăшаканӗ пултăм, каярах хам тӗллӗн штурвал умне ларса та ӗçлерӗм. 2000 çулта ман çинчен тырçире малта пырать тесе район хаçачӗ те çыр­нăччӗ.  Тракторпа та çӳрерӗм, –  каласа парать Алексей Василье­вич çамрăклăхӗ пирки. 

ОМОН, СОБР тата офицер званийӗ

Çул çитсен Алексее çар ретне илеççӗ,  вăл Североморск хулине лекет – тинӗс разведкине, ятарлă карап çине. Служба вӗçленсен отделени командирӗ унтан 1-мӗш статьяри старшина званийӗпе таврăнать.  Хăйӗн çар тивӗçне тултарса килсен Ульяновск хулинчи юханшыв портне ӗçе кӗрет, капитана пулăшаканӗ пулать. 

– Ӗçлеттӗм, анчах шалу памаст­чӗç, çапла çур çул чăтрăм. Унтан 2003 çулхи кӗркунне ОМОНа пырса кӗтӗм, тăватă çул машинапа çӳрерӗм. Кайран СОБРа боец должноçне куçрăм. Кунта офицерсем çеç службăра тăраççӗ. Çавăнпа Хусанти юридици институтӗнче пилӗк çул куçăн мар вӗренсе ­диплом илтӗм, мана офицер званийӗ пачӗç – лейтенант.  Унтанпа чылай вăхăт иртрӗ. Çурçӗр Кав­казри хӗрӳ точкăсене 15 хут кайса килтӗм. Унта «За отвагу» медаль те панăччӗ мана, – тет паянхи Росгварди майорӗ. 

А.Никифоров 2012 çулта водолаз пулса тăрать, çар службинче ку ӗçпе аппаланнă-ха вăл, пӗлекен ӗç. Вӗсем ушкăнпа вӗренме, тестсем,   зачетсем пама çулсерен 6 – 7 хут Северобайкальск хулине кайса килеççӗ,  Байкал кӳллине чăмаççӗ. Алексей Васильевичăн аквалангпа 40 метра шыв айне анма допуск пур, барокамерăпа – 60.  Çулталăкра водолазăн  шыв айӗнче 38 сехет пулмалла, ку çыннăн ӳт-пӗвне кирлӗ шайра тытса тăма кирлӗ. 

Ятарлă çар операцийӗ

2022 çулта вара ОМОН боецӗ­сене учение тесе Белгород еннелле илсе каяççӗ – ятарлă çар операцийӗ пынă ӗнтӗ ку вăхăтра. 

– Малтан Харьков çывăхӗнче тăтăмăр, каярах Иловайск патне куçрăмăр, унта лару-тăру çăмăл марччӗ. Эпир иккӗмӗш – виççӗмӗш позицире тăратпăр.  Эпӗ çыхăнушăн яваплă. Пирӗн задача – диверсантсем тылран ан кӗччӗр, фронт линине наркотиксем ан лекчӗр тесе сыхласси. Паллах, ку кăна мар ӗнтӗ, пурне те каласа параймăн.  Ялан куçса çӳреме тивет. Çавăнпа блиндаж тума тăтăшах  строительство материалӗсем кирлӗ – пăта,  кӗреçе,  пленка,  шуруповерт тата ытти те. Йывăçне унтан-кунтан хамăр тупкалатпăр.  Палаткăран мунча тума та хăнăхрăмăр.

Украина ялӗсенче пире вӗри кукăльпех кӗтсе илмеççӗ, маларах вара апат– çимӗçпе наркăмăшлакансем те пурччӗ. Хăш-пӗр яла вара пачах кӗртмеççӗ.  Чăнах та, кăмăлпа кӗтсе илекенсем те пур. Тӗрӗссипе, çынсем пурте ывăннă. Çапах та пирӗн çарăн хăйӗн задачине пурнăçламаллах,  нацистсене тӗп тумалла.  Сăмах май, ман тăван аппан, Людмилăн,  мăнукӗ те ятарлă çар операцине хутшăнчӗ, шел, урасăр таврăнчӗ.  Халь эпӗ килте-ха,  çак кунсенче тухса каятпăр, – тет А. Никифоров. 

Фото ИА

Алексей Васильевич çемьеллӗ, мăшăрӗпе Екатерина Васильевнăпа икӗ ача пăхса ӳстереççӗ вӗсем. Никита 18 çулта ӗнтӗ, 2-мӗш гимназире ЕГЭ чи лайăх паллăсемпе кăна панă. Хастар çамрăк шыв­çи-мотор спорчӗпе кăсăкланать,  спорт мастерӗ.  Сентябрьтен вара вăл – Мускаври патшалăх техника университечӗн студенчӗ, пулас программист. Мария 5-мӗш клас­ра, ташă кружокне юратса çӳрет.  Вӗсем Раççейри тӗрлӗ хулана концертсене, конкурссене каяççӗ. 

– Ывăл мана та хăйӗн спорчӗпе «чирлеттерчӗ», ун хыççăн эпӗ те Сӗве юханшывне тренировкăсене çӳреме тытăнтăм. Ăмăртусенче кубок та илкелерӗмӗр. Хам та сисмерӗм – спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тăтăм, – шӳтлет Алексей Васильевич. – Кунта механикӗ те, гонщикӗ те хăвах.  Ăмăртусене Гомель, Краснодар, Буденновск, Кинешма тата ытти хуласене çитсе килни пур. Шыв çийӗн пысăк хăвăртлăхпа пыма интереслӗ, мана килӗшет. 

Росгварди боецӗсене пӗртте ӗçсӗр тăратмаççӗ. Вӗсем мӗнле лару– тăру сиксе тухсан та хатӗр пулмалла вӗт. Çавăнпа вертолет­ран парашютпа та сикеççӗ, пăшал перессипе тренировкăсем те ирттереççӗ. Преступлени тăвакансене те тăтăшах тытма каяççӗ. Çулла ­А.Никифоров Хусанта иртнӗ ­АСЕАН çӗршывӗсен форумне кайса пӗр эрне тăнă, унта вăл Азирен килнӗ пысăк  хăнасене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес ӗçе хутшăннă.

Фронтри юлташӗсем çинчен те манмаççӗ ОМОН боецӗсем, вӗсем валли  вăхăтран вăхăта  «гуманитарка» пуçтарса ăсатаççӗ. Çаплах ятарлă çар операцийӗнче тата тӗрлӗ задани пурнăçланă чух пуç хунă ӗçтешӗсен çемйисене пулăшасси те йăлана кӗнӗ кунта. Боецсем вилнӗ юлташӗсене манмаççӗ, пушă вăхăтра вӗсен ашшӗ-амăшӗ е мăшăрӗ патне кучченеçпе каяççӗ, хваттерте е хуçалăхра тӗрлӗ ӗç туса параççӗ. 

Çын ялан ӗмӗтпе пурăнать. Алек­сей Васильевич хула айккинчи пӗр поселокра уйрăм çурт лартма тытăннă, кăштах пушă вăхăт тупăнсан вара Атăла пулă тытма çӳрет.  

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ. 

 


#ГероиСВО участники СВО

Нет комментариев