Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Форумра кӗтеççӗ

Активлă канăва юратакансене тата культура эткерлӗхне хаклакансене пурне те «Чувашия Туристическая» форума хутшăнма чӗнеççӗ. Декабрӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен Шупашкарта чăваш халăхӗн культурине тата халăх пултарулăхне халалланă мастер-классем, концертсем, фестивальсемпе куравсем иртеççӗ.

Форумăн ӗçлӗ программи власть представителӗсене, туризм сферин эксперчӗсене тата гостиница бизнесӗн лидерӗсене пуçтарӗ. Тӗп темăсем –шалти туризма аталантарасси, экопроектсене пулăшасси, сывлăхпа хастар кану, инвесторсене явăçтарасси тата туризма аталантарма патшалăх пулăшăвӗ парасси. Форумра Чăваш Ене культура ылмашăвӗсен тата экологи туризмӗн пӗлтерӗшлӗ центрӗ пек аталантарма пулăшакан хăйнеевӗрлӗ маршрутсемпе тата проектсемпе паллаштарӗç.

«Вкусная Россия»  гастрономи фестивальте наци апат-çимӗçӗне тутанса пăхма, çӗршывăмăрăн тӗрлӗ регионӗнчи кулинари йăли-йӗркипе паллашма май пулать. «Чувашия Гостеприимная»  фестивалӗн концерчӗсем, фольклор коллективӗсен номерӗсем тата пултарулăх площадкисем халăх ал ӗçӗсен тата музыка искусствин илемне уçса парӗç.

Хутшăнас тесен форумăн официаллă сайтӗнче регистраци иртмелле.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум Чувашия