Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Енре «Савнă Шупашкар» курав ӗçлеме пуçланă

Чăваш патшалăх ӳнер музейӗнче «Савнă Шупашкар» ятлă курав уçăлнă. Экспозици чăваш художникӗсен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине тата ятарлă çар операцине халалланă ӗçсенчен тăрать.

Куравра 44 автор 130 ытла произведени  тăратнă. Праски Витти, Николай Енилин, Юрий Матросов, Станислав Юхтар тата ытти паллă чăваш ӳнерçисен картинисемпе пӗрле çамрăк ӳнерçӗсен ӗçӗсемпе те паллашма май пур. Унта живопиçпе графикăсăр пуçне, скульптура та, керамикăпа текстиль, хурăн хуппинчен хатӗрленӗ ӗçсем те курма пулать.

Экспозицие уçнă церемонире Чăваш ӳнерçисен союзне çӗнӗ пайташсем те йышăннă. Вӗсен хушшинче – Чӗмпӗрте пурăнакан чăваш халăхӗн капăр тумӗсене хатӗрлекен ӳнерçӗ Елена Уресметова.

Курава Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланăран, унта çӗнтерӳçӗ-салтака, тыл ӗçченӗсен паттăрлăхне халалланă картинăсемпе скульптурăсем нумай. Ӗçсемпе Шупашкарти Чăваш патшалăх ӳнер музейӗнче августăн 24-мӗшӗччен паллашма пулать.

Сăнӳкерчӗк artmuseum.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка художник #Чувашия