Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса ӗçсене авăн уйăхӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа чӳк уйăхӗн 3-мӗшӗччен йышăнаççӗ

Чăваш кӗнеке издательстви «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсен хушшинче вун тăваттăмӗш хут иртекен конкурса хутшăнма йыхравлать. Кăçал ӗçсене авăн уйăхӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа чӳк уйăхӗн 3-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Конкурс çак номинацисемпе иртет:

• «Юратнă кӗнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав». Ку номинацие аслисен те хутшăнма юрать. Çак ӗçре Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă кăларăма вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла: вăл мӗнпе тыткăнларӗ, мӗншӗн шăпах ăна суйласа илтӗр тата ытти те. Ӗç калăпăшӗ – 1-2 страница. Хаклавне хăш кӗнеке тăрăх çырнине, авторне палăртма ан манăр. Ӗçсене чăвашла та, вырăсла та хатӗрлеме юрать. Ку номинацие кирек хăш ӳсӗмри вулакансем те хутшăнма пултараççӗ, анчах аслă ӳсӗмрисен çакна астумалла: Чăваш кӗнеке издательствинче 2019 – 2025 çулсенче тухнă кӗнекесемпе çеç усă курмалла. Хаклавсене fed_ol@mail.ru электронлă почтăпа ярса пама юрать. Çырăва ăсатнă чухне «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе палăртма ан манăр.

• «Юратнă хайлаври чи интереслӗ самант» темăпа хатӗрленӗ ӳкерчӗк».

• «Чăваш халăх юмахӗ тăрăх хатӗрленӗ чи лайăх ӳкерчӗк».

• «Вăрçă çинчен çырнă кӗнеке тăрăх хатӗрленӗ чи лайăх ӳкерчӗк».

Ку номинацисенче конкурса хутшăнакансен кӗнекери пӗр-пӗр саманта ӳкерсе памалла. Сăнар портретне çеç калăпланă тата кӗнекесенчен ӳкерсе илнӗ ӗçсене жюри хак памасть.

• «Ача хатӗрленӗ чи лайăх кӗнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кӗнеке пек хатӗрлесе памалла. Çак ӗçе калăплакансем тӗрлӗ тӗслӗ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлӗ хутсемпе усă курма пултараççӗ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ӳкерчӗксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ӗçӗ тӗпре.

Тепӗр хут аса илтеретпӗр: кирек хăш номинаципе тăратакан ӗçе те ачан хăйӗн пурнăçламалла, аслисем ача ятӗнчен хатӗрленисене жюри  хак памасть. Конкурса хутшăнма Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă кăларăмсемпе çеç усă курмалла. Уйрăм хут çине:

– номинаци ятне;

– конкурса хутшăнаканăн ячӗпе ашшӗ ятне тата хушаматне;

– миçе çултине;

– ăçта вӗреннине е ӗçленине (чăвашла та, вырăсла та туллин тата тӗрӗс);

– килти адресне;

– конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (ертӳçӗн) хушаматне, ятне, ашшӗ ятне туллин, телефон номерне, электрон почтине;

– суйласа илнӗ кӗнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.

Ӗçсене çак адреспа йышăнаççӗ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш çурт, Чăваш кӗнеке издательстви, 809-мӗш пӳлӗм, «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс.

Конкурсăн тулли йӗркипе (Положени) Чăваш кӗнеке издательствин сайтӗнче www.chuvbook.ru, «ВКонтакте» страницинче паллашма,  тӗплӗнрех (8352) 57-16-63 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.

 

«Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йӗркелесе пыракан

Ольга ФЕДОРОВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс