Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш пики Науруз чиперкки пуласшăн

Мартăн 19-мӗшӗнче Хусанти ипподромра тӗрӗк тата иран халăхӗсен «Науруз» уявӗ иртет

Тӗрлӗ чӗлхесемпе калаçакан халăхсем пӗр уява палăртнине, унăн нумай енлӗ культурине кăтартӗç. Нумай нациллӗ концерт программисӗр пуçне хӗле ăсатакан уявра «Плов фестивалӗ» иртет. Уявăн хăнисен Наурузăн тӗп кучченеçне – сумаляка та тутанса пăхма май пулӗ. Ăна шăтнă тулăран пӗр талăк хушши хатӗрлеççӗ. 
Çак уявра «Науруз чиперкки» конкурс та иртет. Хăйсен таланчӗсемпе халăх костюмӗсене тӗрлӗ халăх хӗрӗсем кăтартӗç, çав шутра чăвашсем те. Пӗлтӗр çак конкурса Оксана Ситриванова хутшăннăччӗ, кăçал Юлия Еремеева кăтартӗ пирӗн халăх культурине. 
Кăçал йӗркелекенсем «Науруз паттăрӗ» конкурс та ирттереççӗ. Каччăсен вăхăта автомобиль сӗтӗрмелле пулать. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев