Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ ПАНĂ ХАЛАЛ»

Чăваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевич Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халалӗ» пичетленсе тухнă. Чăваш халăхӗн пурнăçӗнче çак документăн культурăпа политика пӗлтерӗшӗ питӗ пысăк.

Халала Иван Яковлевич Чӗмпӗрте 1921 çулхи август уйăхӗнче çырнă, ăна çак ӗçре Алексейпе Николай ывăлӗсем пулăшнă. Тăван халăх патне çапларах чӗнӳпе тухасси пирки патриарх 1918 çултах шутласа хунă. Виçӗ çул çак тӗллеве пурнăçлас тесе тăрăшнă. 1955 çулччен ку документ И.Я.Яковлевăн харпăр архивӗнче (1922 çултан пуçласа вăл СССР Наукăсен академийӗн член-корреспонденчӗн, истори наукисен докторӗн, профессорăн Алексей Иванович Яковлевăн хваттерӗнче пулнă) упраннă. Иван Яковлевичăн мăнукӗ, истори наукисен кандидачӗ  Ольга Алексеевна Яковлева аслашшӗн архивӗн пысăк пайне 1955 çулта СССРăн В.И.Ленин ячӗллӗ Патшалăх библиотекин (халӗ Раççей патшалăх библиотеки) алçырусен пайне панă.

Пуçласа «Чăваш халăхне панă халалăн» тулли тексчӗ 1992 çулта кун çути курнă. Ăна пилӗк чӗлхепе – чăвашла, вырăсла, акăлчанла, нимӗçле тата французла – пичетлесе кăларнă. Тăван халăха чӗнсе каланин тӗп шухăшӗ – юрату философийӗ: Турра, Раççее, тăван халăха, тăван чӗлхене, атте-аннепе ачасене, ӗçе, чăнлăхпа тӗрӗслӗхе юратни. 

Чăвашсене çутта кăлараканăн Халалӗ, унăн педагогикăри пуян еткерлӗхӗ хăйсен пӗлтерӗшне паян кун та çухатман. Ку хутӗнче Халал чăвашла тата вырăсла пичетленнӗ. 

 

Владимир СТЕПАНОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев