Вӗç-вӗç, «Ӗмӗт», çӳлелле!
«Авалхи сас» çапла ят панă Хусанти «Ӗмӗт» этно-ушкăн хăйӗн пӗрремӗш альбомне. Декабрӗн 8-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче концерт йӗркелесе хăтларӗç ăна.
Тутарстан чăвашӗсемшӗн ку альбом чи пысăк Çӗнӗ çул парни пулчӗ тесен те юрать. Пӗрремӗшӗнчен, Хусанта çакăн пек пултаруллă чăваш çамрăкӗсем пурри, иккӗмӗшӗнчен, халăх юррисене çӗнӗрен чӗртни савăнтарчӗ. 2021 çулта йӗркеленнӗ «Ӗмӗт» этно-ушкăнăн пӗрремӗш концерчӗ те пулчӗ вăл.
Альбома «Авалхи сас» ят пани те ахальтен мар иккен. «Ӗмӗт» этно-ушкăнăн ертӳçи Анжелика Еремеева (профессипе вокал вӗрентекенӗ) пӗлтернӗ тăрăх, унта ятарласа чăваш халăх юррисене кăна кӗртнӗ. Пиллӗкӗшӗ хăйӗн Аксу районӗнчи тăван Чăваш Енрусьел ялӗнчи, тепӗр иккӗшӗ Алексей Александров (Элтияр) Чăваш Енре çырса илни. Ӗлӗкхи юрăсене аранжировка туса халăх патне çитерес шухăшӗ ушкăн ертӳçин ӗнер-паян кăна çуралман. Альбомăн ятне те пӗр-икӗ çул каяллах шухăшласа хунă вăл.
– Халăх юррисем пулнипе çапла ят патăмăр альбома. Шупашкарти музыка училищи кăларнă халăх юррисен пуххи çакăн пек ятлă пулнине курсан ман альбом та çак ятлах пулмалла тесе шутларăм. Çав тери килӗшрӗ, – терӗ Анжелика кун çинчен. Тӗрӗссипе, альбом мăн аслашшӗ-асламăшӗсен пилӗпе çырăннине те иккӗленмест. Çулталăк каялла аслашшӗн «Мăкăнь чечек» юррине аранжировка тусанах çул уçăлса ӗç малалла кайнине асăннăччӗ вăл. Çемье этемшӗн чи хакли пулни пушă сăмах мар ку хӗрсемшӗн. Сцена çинчен те акă вӗсенчен кашни хăйӗн ашшӗ-амăшне ачаранах музыкăпа туслаштарнăшăн тав турӗç. Чăнах та асра юлмалли кун вӗт пӗрремӗш альбом, пӗрремӗш концерт. Çемье темине малалла Анжеликăпа Юлиян ашшӗпе шăллӗ Владимир Васильевичпа Данил Еремеевсем тăсрӗç. Хайхи «Мăкăнь чечек» юрра купăс каласа юрласа пачӗç. Чăнах та чунри кашни хӗлӗхе тивекен илемлӗ юрă вăл.
«Керия – икерия», «Çӗмӗрт çеçки», «Тăхăнтăм-тумлантăм»... темиçе саспа, çитменнине тап-таса чăвашла шăранчӗç юрăсем пӗрин хыççăн тепри. Вӗсене итленӗ май «Ӗмӗт» ушкăн нумай нациллӗ пулнине тӳрех ăнланса илме те çук. Тӗрӗссипе, Анжеликăпа Юлия Еремеевăсем кăна таса чăвашсем иккен кунта, Алсу Магланова Ӗпхӳ тутарӗ, Елабуга пики Татьяна Мишина вырăсла кăна калаçса ӳснӗ çурма чăваш.
Çакна Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин та палăртмасăр хăвармарӗ. Ушкăн республикăн, çӗршывăн нумай нацилӗхпе нумай енлӗхӗн симбиозӗ пулнине асăнчӗ. «Ӗмӗт» ушкăна çаплах Тутарстан халăхсен Çамрăксен ассамблейин ертӳçи Диляра Дамар, Чăваш халăх артистки Августа Уляндина, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн ертӳçи, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина малалла тата пысăк çитӗнӳсем туса республикăри кăна мар, Раççейӗн сценисем çине тухма ăнăçу сунчӗç. Анжелика Еремеевăна Чăваш хӗрарăмӗсен союзне илчӗç.
2021 çулта Хусанта иртнӗ «Юрла чăвашла» конкурса хутшăнмашкăн васкаса, çитменнине вăхăтлăха кăна тесе тупнă «Ӗмӗт» ят çирӗпленессе ушкăн хӗрӗсем хăйсем те шутламан. Тутарстан чăвашӗсен «Аталан» ушкăнӗн гимне çырнă хыççăн вӗсене пӗлмен чăваш çамрăкӗ çук та пуль республикăра. «Шăпа пулчӗ-тӗр, пӗрремӗш альбом тухасса ӗмӗтленсе Турра кӗлтурăмăр вӗт», – йăл кулать Анжелика кун пирки. Сăмах май, чăваш эстрадинче «Ӗмӗт» ятлисем çуккипе те ятне çаплах хăварас тенӗ вӗсем.
Пӗрремӗш альбомăн хăтлавӗнче «Ӗмӗт» этно-ушкăна саламлама Пăва районӗнчи «Каскад» чăваш юрăпа ташă ансамблӗ, Шупашкартан Арсланпа Элтияр юрăçсем, Хусанти пӗчӗк çăлтăрсем пӗртăван Чаркинасем ятарласах килнӗччӗ. Вӗсем хăйсен юрри-ташшипе концерта тата илемлӗрех турӗç. Хăнасем Ульяновск хулинчен те пурччӗ. «Ӗмӗтсем» Ирина Трифонова ятарласах шухăшласа кăларнă чăваш тумӗсӗр пуçне Елена Уресметова (Ульяновск), Ирина Сергеева дизайнерсен тумӗсемпе те тухрӗç. Хăйсем шухăшласа тупнă сцена костюмӗсем те пур вӗсен.
Пысăк ӗмӗчӗ пурнăçланчӗ пулсан та пӗр вырăнта тăрасшăн мар этно-ушкăн. Тепӗр альбом валли виçӗ юрри хатӗр те ӗнтӗ. Планӗсем тата пысăк-ха. Анжелика Еремеева чăвашлисӗр пуçне тата вырăсла, тутарла юрăсем çыртарас шутлине каларӗ. Паллах, концертсемпе тухса çӳресси те планра пур. Апла-тăк, ăнăçу сунар çак маттур пикесене, ӗçӗ пур енӗпе те ăнса кăна пытăр. Хăйсем калашле, вӗç-вӗç, «Ӗмӗт», çӳлелле!
Ирина КУЗЬМИНА.
А.Ильина сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев