Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чечеклен, аталан, Упи ен

Пирӗн тăрăхра юрлакан та, ташлакан та яланах пулнă, пур, пулать те

Мартӑн 6-мӗшӗнче Çӗнӗ Упи Культура çуртӗнче илемлӗ пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулчӗ. Район шайӗнче иртекен смотр-фестиваль хальхинче «Талантсен пӗрлӗхӗ» ятпа иртрӗ. Кӑçал фестивале Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанри Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗсене халалланӑ.

Концерт курма килекенсем малтан фойере йӗркеленӗ ал ӑстисен куравӗпе паллашрӗç. Ирина Ярзуткинăпа Галина Ильина тивӗçлӗ канура пулсан та килте пӗртте ахаль лармаççӗ – ал ӗçӗпе аппаланаççӗ. Çаплах ырӑ чӗреллӗ волонтерсен ӗçне сӑнӳкерчӗксенче курма май пулчӗ.

Упи ял хутлăхӗн пуçлӑхӗ Александр Ярухин куракансене саламланă хыççăн концерт «Ты живи, моя Россия» юрӑпа пуçланчӗ. Малалла Турхан Упи ялӗнчи ача садне çӳрекен арçын ачасем «Маленькие поварята» ташӑпа савӑнтарчӗç.

Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанах йӑла-йӗркепе, юрă-ташăпа пуян. «Илем» фольклор ушкăнӗ Çӑварни йӑли-йӗркипе паллаштарчӗ. Унтан сцена çине пӗрин хыççăн тепри артистсем тухса чӑваш тата вырӑс юррисемпе, ташшисемпе савӑнтарчӗç. Ольга Дергунова, Егор Молгачев, Юлия Голубчик, Анастасия Куракина пултаруллă çамрăксем те хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç куракансене. Егор Ефимовпа Фёдор Максимов, Мария Краснова, Алиса Чувашова, Ирина Павлова юрланине итлеме те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнчи «Арлекино» (ертӳçи Анфиса Дергунова) театр кружокне çӳрекенсем «Çартан мӗнле хӑтӑлмалла?» сценка кӑтартса пачӗç. «Упи Микс» КВН ушкӑнӗ кӑçалхи нумай юрлӑ хӗл пирки шӳтлесе култарчӗ.

Людмила Сердцева ертсе пыракан «Родничок» ача-пăча ушкăнӗ юрларӗ те, халӑх инструменчӗсемпе те каларӗ – кашнин чун хӗлӗхне вӑратрӗç пултаруллăскерсем.

Ачасен «Юные дарования», аслисен «Радость» ушкӑнсен ташшисене те ӑшшӑн йышӑнчӗç залра ларакансем. Наталия Куракина, Эвелина Ятманова патриотизм темипе сӑвӑсем каларӗç. Концерт унта хутшӑнакансем пурте пӗрле сцена çине тухса «За тебя, Родина-мать!» юрра юрланипе мăнаçлăн вӗçленчӗ. 

Ксения Бакуркинăпа Софья Максимова концерта питӗ ăс­та ертсе пычӗç. Кашни номер хыççӑн куракансем тӑвӑллӑн алӑ çупни юрлакансене те, ташлакансене те хавхалантарчӗ. Çамрăксемпе кӗçӗннисем аслисемпе тан культура енне туртăнни ырă пулăм пулнине палăртмалла. Сцена çине юрлама-ташлама ятарлӑ пӗлӳ илнисем мар, тӗрлӗ профессире тӑрӑшакансем чун ыйтнипе тухаççӗ. Вӗсене пӗрлештерекенни – юрӑ-ташӑ. Упи çӗрӗ пултаруллă çынсемпе пуян:  юрлакан та, ташлакан та яланах пулнă, пур, пулать те.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗнӗ Упи.

Автор сӑнӳкерчӗкӗсенче концерт саманчӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев