Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЕМЙИПЕХ СПОРТ МАСТЕРӖСЕМ

Пăвара пурăнакан Маратпа Альбина Валиуллинсен ачисем те хăйсем пекех маттур

 

Адав Тулумбаево ялӗнче пурăнать ку çeмье. Çeмье пуçӗ Марат Ильгизярович Валиуллин Пăва хулинчи «Юность» спорткомплексра  волейбол тренерӗ пулса ӗçлет. Мăшăpӗ Альбина Петровна вара чăваш, унăн ашшӗ Петр Димитриевич Кузьмин Таккавар ялӗнчен.
 
Альбина Петровна Хусанти педагогика университетӗнче вӗpeннӗ чухне спорта юратнипе дзюдо секцине çӳpeнӗ, майӗ­пен спорт мастерне çитиех ӳснӗ. Шăпа ăна Чӗмпӗp тăрăxне çитернӗ, унта Загудаевка шкулӗнче вырăc чӗлхипе литературине вӗpeнтнӗ, шкул директорӗ пулса та тăрăшнă, спорта та пăрахман.
Хальхи вăxăтра Альбина Петровна Пăва хулинчи «Батыр» спорт шкулӗнче тăрăшать. Аслă категориллӗ тренер, Пӗтӗм Раççей категорийӗллӗ судья. 
Валиуллинсен хӗрӗ Виолетта Хусанти спорт академине пӗтерсен Пăва хулинчи «Батыр» спорт шкулне ӗçлеме таврăннă. Виолетта Маратовна самбопа спорт мастеpӗ. 
Валиуллинсен ывăлӗ Эдуард, 1991 çyлта çypaлнăскер, Хусанти энергетика университетӗнче вӗpeннӗ чухне волейболла вылянă, тутарпа пушкăpт кӗрешӗвӗсен енӗпе спорт мастеpӗн кандидачӗ. Эдуард Маратович хальхи вăxăтра электросетьре ӗçлет, район шайӗнче иртекен спорт вăййисене хастар хутшăнать.
Çaк çирӗп те туслă çемьене малашне те спортра пысăк çитӗнӳceм тума, ӗмӗчӗceне пурнăçлама вăй-хăват, сывлăx cунатăп.
 
Анна НИКОНОРОВА.
Автор архивӗнчи
 сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев