Чак-чак кӑна мар
Хальччен сыхланса юлнă рецептпа хатӗрлекен апат-çимӗç нумай пирӗн
Раççей Президенчӗн В.Путинăн хушăвӗпе çӗршывăн Ял хуçалăх министерстви регион апат-çимӗç бренчӗсен «Раççей техӗмӗ» («Вкусы России») пӗрремӗш конкурсне пуçарнă. Унпа килӗшӳллӗн, ноябрӗн 19-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 2-мӗшӗччен https://russiantastes.ru сайтра онлайн-сасăлав пырать. Раççейре пурăнакансен çак сайта кӗрсе хăйсем юратакан çимӗçпе регионшăн сасăлама май пур. Конкурсăн тӗллевӗ – регионсенчи апат-çимӗç продукцине тӗрев парасси, сумне ӳстерсе ытти регионсенчи потребитель патне çул уçасси. Çапла майпа конкурс производителе аталанма май парать пулсан, потребителе Раççейри тӗрлӗ техӗмлӗ апат-çимӗçпе паллаштарать.
Пӗрремӗш конкурса 79 регионтан пурӗ 500 яхăн продукци тăратнă. Чи нумай заявка паракан (20 ытла бренд) 5 регион йышне Тутарстан та кӗнӗ. Кун пирки ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Наиль Залаков «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, конкурса хăй продукцине республикăри кашни район тăратнă. Пирӗн экспертсем çӗршыв конкурсне ямашкăн 22 тӗрлӗ бренда (пыл, сӗт-çу, çăкăр, кондитер изделийӗсем, аш-какай, алкогольлӗ мар шӗвексем) суйласа илнӗ. Чи малтан апат-çимӗç историне тӗпе хунă вӗсем. Пирӗн чăнах та хальччен сыхланса юлнă хăйне евӗрлӗ рецептпа, Совет Союзӗ вăхăтӗнчи патшалăх стандарчӗсемпе кăларакан апат-çимӗç сахал мар. Тӗпрен илсен, вӗсем пӗчӗк тата вăтам производительсем кăлараканнисем. Вӗсене çул пама тăрăшать Тутарстан. Сăмах май, мӗншӗн-ха Тутарстан чи нумай заявка панă регионсен шутне кӗнине Наиль Залаков пирӗн фермерсем çӗршыв рынокне тухма пиçсе çитнипе çыхăнтарчӗ.
Проекта хутшăнакансене пурне те федераллă программăна кӗртеççӗ. Вӗсем хăйсен ӗçченӗсен ăсталăхне ӳстерме май пулать. Çӗнтерӳçӗсем валли вара çӗршывра суту-илӳ рынокне çул уçăлать. Конкурса 8 номинаципе хаклаççӗ. Çӗнтерӳçӗсен ячӗ декабрӗн çурринче паллă пулать. Вӗсенчен пӗрин «Нас выбирают» номинацин çӗнтерӳçине Раççей çыннисем сасăласа палăртаççӗ. Урăхла каласан, чи нумай сасă пухакан бренд пулать те çӗнтерӳçӗ. Конкурс условийӗсем тăрăх, пӗр çыннăн виçӗ ят таран суйлама юрать, анчах вӗсем тӗрлӗ регионтан пулмалла.
Тепӗр 7 номинацин çӗнтерӳçисене (вӗсене пурне те пӗтӗм Раççей каталогне кӗртеççӗ) федераллă власть представителӗсенчен, предпринимательсен пӗрлешӗвӗсенчен, бизнес-сообществăсенчен тата ыттисенчен тăракан сумлă комисси палăртать. Асăнса хăвармалла, конкурсăн генеральнăй спонсорӗ «Россельхозбанк» АО. Вăл хăйӗн номинацине «Загляните на огонек» туса хунă. Çапла майпа регионсенчи производительсене тӗрев парасшăн банк, каярах регион бренчӗсен символикиллӗ карта хатӗрлесшӗн. Мӗншӗн тесен конкурс хăй умне туристсене илӗртес тӗллев те лартать. Çапла майпа турист апат-çимӗç бренчӗсем тăрăх та регионсемпе паллашать.
Туссем, чи тутлă наци апатне суйласа илме, регион сумне ӳстерме тата производителе пулăшма эпир кашни пултаратпăр. Кун валли https://russiantastes.ru сайта кӗрсе хăвăр юратакан апат-çимӗçшӗн (брендшăн) сасăламалла кăна. Материала пичете хатӗрленӗ чух Тутарстан бренчӗсенчен «Лайăш чак-чакӗ», Тутар тата Кукмор пылӗсем малтаччӗ. Пӗтӗмӗшле сасăлавра вара чи нумай сасă пухаканӗ Чăваш Енри «Чăваш шăрттанӗччӗ».
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев